Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улăп

21 января 2009 г.

Тĕнче шайĕнче ят-шыв илнĕ паллă чĕлхеçĕмĕр, Чăваш наци академийĕн академикĕ, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ Михаил Романович Федотов профессор çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май.

М.Р.Федотов академик 1919 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Çул çитсен, çамрăк Миххайла (ялта ăна çапла чĕннĕ) Васанти шкулта 7 çул вĕреннĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех чĕлхесемпе кăсăкланма тытăннă, мишерсемпе туслашса тутарла калаçма хăнăхнă.

Тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухсан Миххайла Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев шкулне вĕренме кĕрет, анчах çав çулах амăшĕ чирлĕ пирки, киле таврăнать. Вара Патăрьелĕнчи педагогика училищине кĕрет те 1937 çулта унтан учитель пулса тухать. Çакăн хыççăн Михаил Романович пĕр хушă Анат Чаткасри тулли мар вăтам шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентет, унтан Шăмăршăри вăтам шкула куçса хăйне килĕшекен ĕçе малалла тăсать. Шăмăршăра ĕçленĕ хушăра вăл ирçе чĕлхипе паллашнă. Çапла вара Михаил Романович çамрăклах хăйĕн ăс-хакăл çÿпçине чĕлхе хыççăн чĕлхе хывса пынă.

Анчах та çамрăк учителĕн малалла талпăнса пыракан ĕмĕчĕсене ылханлă вăрçă татать. 1938 çулта М.Федотов учителе Хĕрлĕ Çара илнĕ, унта вăл вăрçăн малтанхи кунĕнчех вута кĕнĕ. Хăрушă вăрçăн 13-мĕш кунĕ Михаил Романович пурнăçĕнче яланлăхах хура кун пулса юлнă. Çав кун вĕсен çар чаçĕн юлашкийĕсене фашистсем хупăрласа илнĕ. Çакăн хыççăн чăваш каччин пурнăçĕнче тыткăнри тискер кунсем пуçланса кайнă. Тăшман тыткăнĕнчен М.Р.Федотов виçĕ хутчен тарса тухнă, анчах виççĕмĕш таркăчра кăна Белоруссие çитсе ÿкнĕ. Кунта вăл юлташĕсемпе пĕрле белоруç хресченĕсем патĕнче пытанса хĕл каçнă, анчах çуркунне нимĕçсем ăна тепĕр хут тытса Германие ăсатнă.

«Пире Америка çарĕсем ирĕке кăларчĕç, - аса илетчĕ Михаил Романович çав кунсене, - вĕсем пире аван пăхрĕç, кĕçех совет командованийĕн аллине пачĕç. Хамăрăннисем патне çитсен, пире, тыткăнра пулнисене, «хĕлĕх ала» витĕр алларĕç... Турра шĕкĕр, айăп таврашĕ тупаймарĕç. Эпĕ нимĕç чĕлхине аван пĕлнине шута илсе мана Тĕп çар академийĕнче тăлмачă пулса ĕçлеме сĕнчĕç». Совет Çарĕнчен Михаил Романович 1948 çулта кăна таврăннă.

Вăрçă хыççăн М.Федотов 4 çул ытла Мари Республикинчи пĕр шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентсе пурăннă, хăй те мари чĕлхи хушшинчи пĕрпеклĕхсене тĕпчеме пикеннĕ. Ĕçленĕ хушăрах вăл Чулхулари ют чĕлхесен педагогика институтĕнче нимĕç тата акăлчан чĕлхисене вĕренет. Пултаруллă çамрăк 1953 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухать.

Аслă шкул дипломне алла илнĕ хыççăн М.Р.Федотова Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Ют чĕлхесене ăста пĕлекен опытлă педагога республикăра та часах асăрхаççĕ. Ăна 1954 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтне чĕнсе илеççĕ. Тепĕр икĕ çултан Михаил Романовича Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен чăваш институчĕн ют чĕлхесен кабинетне ертсе пыма лартаççĕ. Кунта вăл 1964 çулччен ĕçленĕ. Çак хушăра М.Р.Федотов республикăри нумай-нумай шкулта пулать, учительсен пĕлÿне ÿстерес тĕлĕшпе ятарлă курссем ирттерет. Çав вăхăтрах Михаил Романович нимĕç чĕлхин ыйтăвĕсемпе кĕнеке хыççăн кĕнеке çырать.

1957 çулта унăн «Чăваш шкулĕсенче нимĕç чĕлхинчи глаголсене вĕрентесси», 1958 çулта «Чăваш шкулĕнче нимĕç чĕлхин синтаксисне вĕрентесси», 1959 çулта «Чăваш шкулĕнче нимĕç чĕлхинчи хăшпĕр пуплев пайĕсене вĕрентесси» ятлă кĕнекесем пичетленсе тухнă.

Нимĕç чĕлхине чăваш шкулĕнче вĕрентес ĕçĕн меслечĕсене тишкерсе çырнă ĕçĕсенче М.Р.Федотов тăван чăваш чĕлхин тытăмĕпе пуянлăхне те витĕр курса тăнă. Пурăна киле тăван чĕлхемĕр ăна пуçĕпех хăй ытамне çавăрса илнĕ, çулсем иртнĕ май Михаил Романович тĕнчипех паллă тюрколог-чĕлхеçĕ пулса тăнă.

1963 çулта М.Р.Федотовăн «Чăваш чĕлхинчи моделлĕхе палăртмалли мелсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. Çак кĕнекене наука кандидачĕн диссертацийĕ вырăнне ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн вăл 1964 çулта филологи наукисен кандидачĕ пулса тăрать. Вăхăт иртнĕ май Мускаври СССР Наука Академийĕн аспирантуринчен вĕренсе тухать.

Çĕнĕ ят илнĕ наука кандидатне çийĕнчех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне ĕçе илеççĕ, кĕçех Михаил Романович институтăн доценчĕ пулса тăрать.

1967 çулта Шупашкарта Чăваш патшалăх университечĕ уçăлать, вара М.Р.Федотова тÿрех университета ют çĕршыв чĕлхисен кафедрине ĕçе илеççĕ. Тепĕр икĕ çултан паллă тĕпчевçĕ университетри чăваш чĕлхипе литература кафедрине куçать. М.Р.Федотов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Утмăлмĕш çулсен варринче Михаил Романович «Чăваш чĕлхипе Атăлçи тата Пермь угро-финсен чĕлхисем хушшинчи авалхи çыхăнусем» ятлă пысăк тĕпчев ĕçĕ çырса кăларнă. Çак ĕç М.Р.Федотов пурнăçĕнче кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн пурнăçĕнче те паллă событи пулса тăнă.

М.Р.Федотов чăваш чĕлхипе угро-финн чĕлхисен хушшинчи авалхи çыхăнусене тишкерсе çырнă тĕпчев ĕçне тĕнчери паллă тюркологсемпе финно-угровецсем те асăрханă, тивĕçлипе хак панă. 1969 çулта çав темăпа филологи наукисен докторĕн диссертацине çырса хатĕрленĕ, часах ăна Эстонири Таллин университетĕнче ăнăçлă хÿтĕленĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ вăхăтра М.Р.Федотов чăваш студенчĕсене тюркологи курсĕн пуçламăшне, чăваш чĕлхин историне, авалхи тĕрĕк чĕлхисене, тĕрĕк чĕлхисен танлаштару грамматикине вĕрентет, асăннă предметсемпе лекцисем вулать, практика занятийĕсене ирттерет, курс ĕçĕсемпе доплом ĕçĕсем çыртарать.

Çак тапхăрта Михаил Романовичăн «Чăваш чĕлхин историйĕ», «Авалхи тĕрĕк чĕлхи», «Тюркологи пуçламăшĕ», «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем», «Чăваш чĕлхин алтай чĕлхисен йышĕнчи вырăнĕ», «Чăваш чĕлхипе мари чĕлхисен хире-хирĕçле çыхăнăвĕсем» ятлă кĕнекисем пĕрин хыççăн тепри пичетленсе пыраççĕ.

Университет юбилейĕ – 30 çул тултарнă тĕле М.Р.Федотов академик хатĕрленĕ ĕмĕрлĕх асра юлмалăх икĕ томлă «Чăваш чĕлхин этимологи» словарьне, чăннипех чаплă палăк вырăнне хурса хакламалла. Раççейри халăхсенчен çакнашкал сулмаклă этимологи словарĕпе вырăссемпе осетинсем кăна мухтанма пултараççĕ.

Çак йĕркесен авторĕ, Михаил Романовичăн ентешĕсенчен чи малтанхи студентсенчен пĕри пулнă май, çакна çеç каласшăн. Эпир, шăмăршăсем, М.Р.Федотов академикăмăрпа, паллă чĕлхеçĕмĕрпе, чыслă вĕрентекенĕмĕрпе, унăн пархатарлă та сулмаклă ячĕпе чăннипех те мухтанма тата мăнаçланма пултаратпăр. Хăй пурнăçран уйрăлса кайрĕ пулин те, унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика