Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти хуçалăх – чун савăнмалăх

31 января 2009 г.

ХАÇАТРА «Ĕçлес тесен ĕç нумай, Кивчукала курма кай» статья пичетленсе тухсан, редакцие Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Алексеев шăнкăравларĕ.

«Ĕçченсем пирĕн енче те нумай, - терĕ Виталий Никандрович. – Тăватă ялта килти хуçалăхсенче 468 пуç ĕне выльăх, 700 пуç ытла сысна, 40-е яхăн лаша усраççĕ. Çу кунĕсенче хур-кăвакал йышĕ 4 пинрен те иртет. Вĕлле хурчĕсен çемйисем те 100-е яхăн».

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Пуянкассинчи Калашниковсен çемйи пĕтĕм районшăн ырă тĕслĕх тесе каларĕ. Бориспа Татьяна хĕл кунĕсенче те 100 пуç сысна усраççĕ иккен. Çулла йыш тата та ÿсет. Чăн-чăн ферма теме пулать. Епле кăна ĕлкĕреççĕ-ши;

Пуянкассинчи Андрей Андреевпа Александр Андреев, Кахăрлă Шăхалĕнчи Анатолий Петров тата ыттисем те выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ.

Халĕ, какай хакĕ чылай ÿснĕ май, сысна усрани ял çыннине самаях тупăш кÿрет. Уйрăмах çăвăрлаттаракан амасене «укçа çăл куçĕ» теççĕ пуянкассисем.

Тăватă ялта та сĕт сутакансем сахал мар. Владимир Кузьмин, Светлана Павлова тата Владимир Васильев хатĕрлевçĕсем хапха умне пырсах сĕт туянаççĕ, укçипе те çийĕнчех татăлаççĕ. Чăнах та, литрне 7 тенкĕпе çеç сутни ĕне усракансене пăшăрхантарать, анчах пĕтĕм республикипех сĕт хакĕ пысăк мар вĕт-ха. Кунне 50-60 тенкĕлĕх сĕт сутса та кăштах та пулин укçа пуçтарăнать.

Ял çыннисем килти пахчара çитĕнтернĕ çĕр улмипе пахча-çимĕçе сутса та укçа тăваççĕ. Кам ÿркенмест, тăрăшать – унăн пурнăçĕ те лайăхлансах пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика