31 января 2009 г.
2009 ÇУЛХИ январĕн 1-мĕшĕнчен ачаллă çемьесене федераллă законодательствăпа килĕшÿллĕн паракан пособисен виçисем ÿснĕ.
Тĕслĕхрен, организацие хупнипе ĕçсĕр юлнă йывăр çын хĕрарăмсене паракан пособи 359,7 тенкĕпе танлашать. Ача çуралсан пĕр хут тивĕçекен укçа виçи – 9592,03 тенкĕ.
Ачана 1,5 çулччен пăхма уйăхсерен тÿлекен пособи виçи çакăн чухлĕ пулать:
- пĕрремĕш ачана пăхнăшăн – 1798,51 тенкĕ;
- иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене пăхнăшăн – 3597,01 тенкĕ;
- пособин чи пысăк виçи 7194,03 тенкĕпе танлашать.