Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçпÿрт Шăмăршă чи хитре ял пултăр

31 января 2009 г.

ÇАК кунсенче кăна-ха хаçатсенче Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указĕ пичетленсе тухрĕ. Ман шутпа, çак конкурса пирĕн районти ялсен те хутшăнмалла, çĕнтерÿçĕсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса пама пăхни ял поселенийĕсенче ĕçлекенсен, депутатсен тата кашни çыннăн тăрăшас хавхаланăвне ÿстермелле.

Акă, хамăрăн Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ республикăри чи илемлĕ те тирпейлĕ ял пулма пултараймĕ-ши; Шкул та, культура учрежденийĕ те архитектура енчен кăмăла каяççĕ. Ĕлĕк чиркÿ никĕсĕ çине лартнă кивĕ клуб çуртне пăсса куçарса кайсан, кунта ытарма çук илемлĕ вырăн пулĕччĕ. Халĕ вăл ял сăн-сăпатне нумай пăсать.

Ял çыннисем йывăçсемпе тĕмсем, чечексем çитĕнтерме юратаççĕ. Урамсене асфальт сарни те, кермен пек чаплă çуртсем те яла хула сăнĕ кĕртеççĕ.

Паллах, пирĕн тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшмалла-ха. Çу кунĕсенче çурт умĕсене шăлса-тирпейлесе тăмалла, пахчасенче те тирпейлĕ пултăрччĕ.

А.Семенов художник хăй вăйĕпе лартакан шкул çуртне те хăвăртрах туса пĕтересчĕ, республика конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн тивĕçекен укçана çак ĕçре усă курма пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика