31 января 2009 г.
ÇАМРĂК чухне ватлăх пирки никам та шутласах каймасть. Шутлă вăхăт вара хăвăрт иртсе каять – ватлăх çитсе те тăрать. Ватă çыннăн сывлăхĕ те хавшать, шухăш-кăмăлĕ те урăхланать. Иртнĕ çулсене аса илсе хальхи пурнăçпа танлаштарса, ыранхи çинчен шутласа кун хыççăн кун пиртсе пырать. Çаплах ĕмĕр те иртсе каять...
Ватлăхра пĕчченлĕх уйрăмах кичем. Ăна сирсе яма пулăшаканĕсем – ачасемпе хаклă, ытарайми мăнуксем, ырă кăмăллă çынсем. Акă, ирпе ирех телефон шăнкăртатса каять. Ачасем санăн сывлăхупа, хăвна мĕнле туйнипе кăсăкланаççĕ.
Урама çеç тух. Мĕн чухлĕ вĕсем, эсĕ паллакан çынсем. Кашниех сывлăх сунать, пурнăç пирки ыйтса пĕлет. Ăшă калаçу чуна уçса ярать, вăй-хăват кĕртет.
Ырă чунлă çынсем сахал мар Шăмăршăра. Акă, пĕррехинче мăнукпа урам тăрăх утатпăр. Тĕл пулакансенчен чылайăшĕ сывлăх сунать.
– Кашнинех паллатăн-и вара; - тĕлĕнет мăнукăм.
– Çапла, - тетĕп. – Вĕсенчен нумайăшне эпĕ шкулта вĕрентнĕ. Хăшĕсем – пĕлĕшсем, тус-тăвансем.
Шăмăршăра ватлăхра пĕччен кун кунласа çĕр ирттерекенсем сахал мар. Мĕншĕн ачасем патне пурăнма куçса каяс килмест-ха; Вĕсем хăйсем те çапла тума сĕнеççĕ. Çук вĕт: тăван ял, тăван кĕтес çывăх, пуринчен те хаклăрах. Пурте тенĕ пекех пĕр-пĕрне паллатпăр, кÿршĕ-аршăсем те лайăх çынсем. Ют çĕрте ачусемсĕр пуçне кам паллать сана; Ху та никама та пĕлместĕн. Хулана вăхăтлăха кайсан та унта хăвна ют çын пекех туятăн. Апла пулсан, хамăра хамăр пăхма пултарнă чух, килтех пурăнасчĕ, çын куçĕнчен пăхас марччĕ.
Кичемлĕхе те сирсе яма пулать: çынсемпе ытларах хутшăнмалла çеç.
Пирĕншĕн, ваттисемшĕн, çĕршывăмăр та сахал мар тăрăшать, пенси укçине вăхăтра парса тăрать. Ытти çăмăллăхсем те пур. Кунтан ытла мĕн кирлĕ пире;
Пĕр сăмахпа, сан йĕри-тавра ырă чунлă, сана ăнланакан çынсем пулсан ватлăх та кичем мар, хăвна пĕччен туймастăн.