Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вируслă В гепатитран хÿтĕленсе

31 января 2009 г.

2008 ÇУЛТА район территорийĕнче инфекцилле тата паразитарлă чир-чĕрсемпе чирленĕ 370 тĕслĕхе шута илнĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, ку вăл 33,3 процент чухлĕ сахалрах. Танлаштаруллă шайпа (СМУ) пăхсан, районти эпидемиологилле лару-тăрăва йĕркеллĕ тесе хакламалла. Чирлесе ирттернĕ çынсен 55,1 проценчĕ – 17 çул таранчченхи ачасемпе çул çитмен çамрăксем.

Паразитарлă тата инфекцилле чир-чĕрсен структуринче грипп тата ОРВИ чирĕсем 70,3 процент, çивĕч вар-хырăм чирĕсем 3,7, паразитарлă инфекцисем 10,5, вируслă гепатитсем 2,9, çутçанталăкра сарăлнă инфекцисем (природно-очаговые) 7,5, ытти инфекцисем 3,3 процент йышăнаççĕ.

2007 çулхипе танлаштарсан, 2008 çулта сифилиспа, туберкулезпа чирленĕ, йытăсем çынна çыртнă тĕслĕхсем кăшт ытларах. Юнлă варвиттипе ( острая дизентерия) чирленĕ фактсем пулман.

Вăраха кайнă В гепатитпа тата С гепатитпа чирлесси чакнă. Çивĕч вируслă гепатитпа чирленĕ фактсем пĕлтĕр те, виçĕм çул та палăрман. Хĕрлĕ шатрапа тата эпидпаротитпа çыхăннă лару-тăру та йĕркеллех.

Сифилиспа чирлесси 1,2 хут ÿснĕ, çав хушăрах кĕçĕ (чесотка) чирĕ 1,1 хут, микроспори чирĕ 2 хут чакнă.

Туберкулезпа чирлекенсен йышĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 1,2 хут пысăкланнă. Пĕлтĕр çакнашкал 12 тĕслĕхе регистрациленĕ.

Çынсене йытăсем çыртнă 25 тĕслĕх пулнă, çав шутран 12-шĕ – Шăмăршă, 4-шар факт – Васанпа Карапай Шăмăршă, 3-шĕ – Чукал, пĕрер факт Палтиелпе Пуянкасси ял поселенийĕсен территорийĕсене кĕрекен ялсенче регистрациленĕ.

Энтеробизпа чирлекенсен шучĕ 1,1 хут, гриппа, ОРВИ чирĕпе чирлекенсен йышĕ 1,4 хут пĕчĕкленнĕ.

Туберкулезран сыхланса, тĕрлĕ меслетсемпе усă курса 12 пин те 774 çынна тĕрĕсленĕ. Флюорографи тĕпчевĕн планне 101 процент чухлĕ пурнăçланă.

Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн сферинчи приоритетлă Наци проектне пурнăçласа, вируслă В гепатитран сыхланса 2008 çулта (декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне) 18-55 çулти 2121 çынна (планпа пăхнин 100,5 проценчĕ) пĕрремĕш прививка, 2121 çынна (100,5 процент) иккĕмĕш прививка, 665 çынна (31,3 процент) виççĕмĕш прививка тунă.

1 çул таранчченхи ачасене хĕрлĕ шатраран (краснуха) прививка тăвассине 98,7 процент пурнăçланă. Дифтерипе столбняк (168 процент), корьпе эпидпаротит (101 прцент) чирĕсенчен сыхланса прививкăсем тăвасси те ăнăçлă пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика