Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илĕртет Культура çурчĕ

04 февраля 2009 г.

ЯНВАРĔН 30-мĕшĕ районти культура аталанăвĕнче хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлать. Çак кун Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ модельлĕ никĕс çине куçрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн 2007 çулхи ноябрьти «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, ку ялти культура учрежденине сасă вăйлатакан, çутă, видеопроекци оборудованийĕ (248 пин те 896 тенкĕлĕх), музыка произведенийĕсене аранжировка тăвакан лицензиллĕ программăллă компьютер, лазерлă принтер, сканер (54 пин те 777 тенкĕлĕх), сцена костюмĕсен комплекчĕ (20-шĕ – хĕр арăмсен, 10-шĕ – арçынсен, пурĕ 100 пин тенкĕлĕх), сцена чаршавĕсем, чÿрече каррисем (52 пин тенкĕлĕх) кÿрсе килнĕ.

Карапай Шăмăршăри Культура çуртне юлашки çулсенче, район администрацийĕ пулăшнипе, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Учрежденин çивиттине çĕнĕ шифер витнĕ, шалтан (актовăй зала, фойене, кружоксен пÿлĕмне) эрешлĕ хăма çапса илемлетнĕ. Кивĕ электропроводкăна çĕннипе ылмаштарнă. Паллах, культура учрежденине ял поселенийĕн администрацийĕ те яланах тимлĕхре тытать, сăрласа илемлетме, сĕтел-пукан туянма пулăшать. Культура çуртĕнче яланах тирпейлĕ, тĕрлĕ пурлăх лайăх упранать. Кунта, паллах, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн З.Н.Падюкова заведующин тÿпи пысăк. Ялăн тĕрлĕ енлĕ аталанăвне сăнлакан тĕслĕ фотоÿкерчĕксемлĕ стендсене те тирпейлĕ туса хатĕрленĕ.

Ялти Культура çурчĕ модельлĕ никĕс çине куçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсем хитре стендсемпе, алăсталăх япалисен выставкисемпе кăсăкланса паллашрĕç. Шупашкартан республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Л.В.Чернова, пай заведующийĕ Н.С.Кондратьева, Шăмăршă райадминистрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева, унăн çумĕ А.П.Чумуркина тата ыттисем килсе çитрĕç. Ялти «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕ хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, çепĕç юрăпа кĕтсе илчĕ.

Фольклор ушкăнĕ уяв программине илемлĕ юрă-ташă композицийĕпе уçрĕ. Ял артисчĕсем сцена çине çĕнĕ костюмсемпе тухрĕç. Ял-йыш утă çулма тухнине театрализаци мелĕпе сăнлакан композици тулли залри кашни çыннăн чун-чĕринче ырă та ачаш туйăмсем хăварчĕ (аккомпаниаторĕсем В.Иванов, В.Столяровпа А.Андронов пулчĕç).

– Паян сирĕн ялта чăннипех те пысăк уяв, - терĕ республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.В.Чернова. – Республикăри конкурсра Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ модельлĕ никĕс çине куçма пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнине çирĕплетсе пачĕ. Учреждени тулашĕнчен те, шалтан та тирпейлĕ. Культура çуртĕнче ăшă. Художество коллективĕн ăсталăхне хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пурлăх базине сисĕмлех пуянлатнă хыççăн учрежденире ял халăхĕн канăвне тата усăллăрах та интереслĕрех йĕркелеме май паракан условисем ытларах пулĕç.

Хăйĕн сăмахне вĕçлесе, Л.В.Чернова Культура çурчĕн заведующине З.Н.Падюкована Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров алă пусса çирĕплетнĕ Свидетельство пачĕ. Шăпах унпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ те ĕнтĕ учрежденин пурлăх никĕсне. Малалла вара Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов сăмах илчĕ, ялти культурăна малалла аталантарма пулăшнăшăн Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова, Чăваш Республикин культура министрне Р.М.Лизакована, район пуçлăхне В.П.Фадеева ял-йыш ятĕнчен тав турĕ.

Ялти художество пултарулăх коллективĕ (аккомпаниаторĕсем Н.Медведевапа Н.Григорьева) пысăк концерт кăтартрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика