04 февраля 2009 г.
НУМАЯХ пулмасть Чăваш телевиденийĕ Баскак поселокĕ çинчен передача кăтартрĕ. Ачалăхăм çак тăрăхпа çыхăннăран, ăна кăсăклансах пăхрăм.
Чăнах та, темиçе çул каялла çеç, Баскак «упа шăтăкĕ» вырăнĕнчеччĕ. Çынсене çул çукки те питĕ хытă тарăхтаратчĕ. Çакна пулах Баскак, Кучек, Мулла поселокĕсем пушанса юлнăпа пĕрехчĕ. Вăхăтра шута илчĕ çакна район администрацийĕ: халĕ, республика пулăшнипе, Баскак, Кучек, Мулла поселокĕсене асфальтлă çулпа çыхăнтарчĕç. Çакăн хыççăнах ку тăрăхра темиçе çĕнĕ çурт ÿссе ларчĕ – малтан кунтан кайнисем те каллех ку тăрăха каялла таврăнаççĕ.
Маларах асăннă передачăна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та хутшăнчĕ.
– Çул тунă хыççăн Баскак енче пысăк улшăнусем пулмалла, - терĕ вăл. – Халĕ кунта çурт-йĕр çавăрма кăмăл тăвакансем хамăр районтан çеç мар, ытти çĕртен те йышлă. Акă, Çĕмĕрле районĕнчен кăна темиçе çын çĕр уйăрса пама ыйтса заявлени тăратрĕç.
Эппин, малашлăхĕ пысăк Баскак тăрăхĕн. Вăл аталанупа чĕрĕлÿ, çĕнелÿ çулĕ çине тăнăшăн чун савăнать.