07 февраля 2009 г.
ÇАК кунсенче район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕнче районта 2009-2010 çулсенче сăвăнакан ĕнесен йышне тата сĕт суса илессине ÿстересси пирки муниципаллă тĕллевлĕ программа йышăнă. Мĕнре-ха унăн пĕлтерĕшĕ; Çак тата ытти ыйтусем çине пирĕн корреспондента хуравлама район администрацийĕн ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕ Н.ВАЗАНОВ килĕшнĕ.
– Ку программăна ахальтен йышăнман, - тенĕ Н.П.Вазанов. – Ыйтăва пурнăç кăларса тăратрĕ. Тĕрĕссипе, район администрацийĕн пуçарăвĕ ку. Программăн тĕп тĕллевĕ – районта сăвăнакан ĕнесен йышне тата сĕт суса илессине ÿстересси, çак ĕçсене пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ условисем туса парасси. Асăннă программăна пурнăçа кĕртес ĕçе ял хуçалăх, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, ялсенчи килти хушма хуçалăхсем хутшăнаççĕ.
– Пытармалли çук: темиçе çул каялла выльăх-чĕрлĕх отраслĕ «уксахлани» хытах сисĕнетчĕ...
– Халĕ çакна иртнĕ тапхăр тесе хаклăпăр. Сăмахран, 2003 çултанпа районта сĕт туса илесси ÿссе пырать. 2008 çулта ĕнесен шучĕ 4399 пуçа çитнĕ, районĕпе 18077 тонна е кашни çын пуçне 1203 килограмм сĕт туса илнĕ, ăратлă çамрăк выльăхсем те сахал мар туяннă. 2006 çулхипе танлаштарсан, çак кăтартусем самаях сисĕмлĕ.
– Апла пулсан, малашнехи тĕллевсем тата пысăкрах, Николай Петрович;
– Программăпа килĕшÿллĕн, пирĕн кăçал 18,27 пин, 2012 çулта 20,38 пин тонна сĕт туса илмелле, çак кăтартăва 101-103,8 процент ÿстермелле. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2012 çулта вăтамран кашни ĕнерен 4500 килограмм сĕт сумалла, кашни 100 ĕнерен 82 пăруран кая мар илмелле.
Çавна май, чылай ĕç туса ирттерме палăртнă. Программăна пурнăçласа 2010 çулта «Бездна» КФХра, 2011 çулта «Исток» ОООра сервис пулăшăвĕ паракан центрсем уçăлмалла. Кунсăр пуçне «Искра», «Восход» СХПКсенче, «Агрофирма «Карлинская» тата «Мир» ЗАОсенче, «Бездна» КФХра, «Агродор» ОООра сĕт туса илессине ÿстерес тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене реконструкцилеме палăртнă.
– Ăратлăх пирки мĕн каланă пулăттăр;
– Ăратлăха çĕнетмеллех. Сĕт нумай паракан ĕнесем усрани пуриншĕн те усăллă, тупăшлă. 2009-2012 çулсенче ăратлă 250 çамрăк выльăх туянма палăртнă. Çавăн пекех ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕн 7400 дозине туянма майсем пур.
– Программăна пурнăçа кĕртесси укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт-ха.
– Ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен субсидисем 41525 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, вăл шутран: федераллă бюджетран – 12531,8 пин, республика бюджетĕнчен – 5444,12 пин, уйрăм çăлкуçсенчен – 26349,08 пин тенкĕ.
Асăннă программа вăя кĕрсен ĕç тухăçлăхĕ 12 процент ÿсмелле, тĕрлĕ шайри бюджетсене 1200 пин тенкĕ налук пырса кĕмелле.
– Сĕт кÿллисемех пулмасан та, малашне флягăсем сĕтпе, фермăсем ĕнесемпе тулас шанăç пур апла, Николай Петрович;
– Ку программăна шăпах çак тĕллевпе йышăннă та ĕнтĕ. Ăна пурнăçа кĕртесси хамăртан килет.