Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «100 минут – хам валли...»

07 февраля 2009 г.

ÇАКĂН пек сăмахсемпе пуçланать кашни каçах Виçпÿрт Шăмăршăри хĕрарăмсен «Шанчăк» клубĕн ĕçĕ.

Февралĕн 4-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çумĕнче хĕрарăмсен «Шанчăк» клубĕ ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитрĕ. Шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне, кашни кунах пуçтарăнаççĕ кунта сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕмĕтлĕ хĕрарăмсем.

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕрки çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Чылайăшĕ çакна ырласа, чунпа йышăнса хăйĕн пурнăçне тĕрĕс йĕркелеме тăрăшать. Хуласенче çынсем халĕ ытларах фитнес клубсене, спортзалсене, саунăсемпе бассейнсене çÿреме пуçларĕç. Ялта вара фитнес клубсем те, бассейнсем те çук-çке-ха...

Мĕнле пурăнать-ха ялти хĕрарăм;

Ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ çăмăл мар. Выльăх-чĕрлĕхĕ, хуçалăх, ачи-пăчи – пĕтĕмпех ун çинче. Унсăр пуçне нумайăшĕн ĕçе те ĕлкермелле. Çумри мăшăрĕ йĕркеллĕ, ĕçмен çын пулсан юрать-ха тата. Паянхи пурнăç улшăнăвĕсем те пăшăрхантараççĕ хĕрарăма. Çакă пĕтĕмпех стрессем патне илсе пыма пултарать, тĕрлĕ чир-чĕр пуçланасси хăратать.

Кашни хĕрарăмăнах хитре те илĕртÿллĕ пулас килет. Хитре те илĕртÿллĕ, сывлăхлă пуласси вара хамăртан та нумай килет.

100 минут хам валли – çак тĕллевпе пурăнма вĕренетпĕр эпир клубра. Занятисем шкул çуртĕнче кашни каçах 18 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе палашса, тĕрлĕ хусканусем туса сывлăха çирĕплететпĕр эпир кунта. Йога хусканăвĕсене те кĕртнĕ эпир хамăрăн программăна. Ташлатпăр-савăнатпăр, вылятпăр-кулатпăр, çĕнĕ юрăсем вĕренетпĕр. София Вендровска, Луиза Хей кĕнекисем вара пирĕн сĕтел çинчех выртаççĕ, вĕсен вĕрентĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир. Занятисем пуçланиччен тата вĕçленнĕ хыççăн çуршар сехет урамра уçăлса çÿретпĕр. Ку вăл сывлăхшăн питĕ усăллă. Кашни каçах çут çанталăкпа калаçса, унран вăй илсе ырă кăмăл-туйăмпа таврăнатпăр эпир çемьесене. Клубăн проектне те, электронлă презентацине те туса хатĕрлерĕмĕр. Клубăн хăйĕн йĕрки, тĕллевĕсем пур. Кунта çÿрекен хĕрарăмсен ĕçкĕпе иртĕхме, вăрçăнма, хитре мар сăмахсемпе калаçма юрамасть, кашни ирех ирхи зарядка тумалла, клуб занятийĕсене сиктермесĕр çÿремелле. Клубăн тĕллевĕ: ялти хĕрарăмсен культура шайне хăпартасси, хăйне юратма вĕрентесси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарасси. Çак ырă тĕслĕх ытти ялсене те çитессе шанатпăр эпир.

«Эпĕ юрататăп, эпĕ телейлĕ!», «Çуккишĕн кулянмастăп, пурришĕн савăнатăп», «Эпĕ пурне те сывлăх сунатăп!» – çак сăмахсемпе вĕçлет кашни каçах «Шанчăк» клуб хăйĕн ĕçне. Хĕрарăмсем! Юратăр хăвăра! Шанăр, ĕненĕр! Сывлăх сире пурне те, телей!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика