Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт – ял илемĕ

07 февраля 2009 г.

ЯЛ хуçалăхне аталантармалли наци проекчĕсем ĕçлеме пуçланăранпа Анат Чаткас ял поселенийĕн территорийĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. 89 çемье пурĕ 11 миллион та 637 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннисем килти хуçалăхсенче 445 пуç ĕне выльăх, 500 пуçа яхăн сысна, 77 пуç лаша, 400 пуçа яхăн сурăхпа качака усраççĕ.

Ял поселенийĕн территорийĕнче газификаци ĕçĕ вĕçленнĕ, урамсене асфальт сарнă. 2008 çулта Хĕрлĕ Васан паççулккине çити 10,46 километр, Максим Горький паççулккине çити 5,35 километр асфальтлă çул тунă.

Иртнĕ çул 1070 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Субсидисемпе çăмăллăхлă кредитсен шучĕпе тата харпăр-хăй укçи-тенкипе 11 çурт туса лартнă. Яла çамрăксем çирĕпленсе юлни те савăнтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика