Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлетпĕр те, канатпăр та

07 февраля 2009 г.

ФЕВРАЛĔН 4-мĕшĕнче хĕрарăмсен «Шанчăк» клубне йĕркелесе янăранпа шăпах çулталăк çитрĕ. Ку хăйне майлă паллă кун клуб членĕсемшĕн. Çак вăхăт хушшинче пирĕн хĕрарăмсен пурнăçĕ самаях улшăнчĕ, пуянланчĕ, мĕншĕн тесен клуб ĕçне тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕ. Асрах-ха çĕнĕ аффирмацисем, юрăсем, ташăсем вĕренни, ял çыннисем валли уяв ирттерни унта пирамида туса кăтартни. Кану кунĕнче çемьесемпе пĕрле йĕлтĕрсем çине тăрса вăрман сывлăшĕпе киленсе ярăнса çÿрени, кăвайт çинче хуранта тĕрлĕ курăксемпе чей вĕретсе ĕçни...

Библиотекăра «Раштав ларăвĕсем» иртрĕç. Январĕн 25-мĕшĕнче пирĕшти пек Таньăсем, акăш пек Татьянăсем хăйсен кунне илемлĕн паллă турĕç.

Вырăнта кăна мар, тĕп хулана çитсе курса та тавра курăмсене анлăлатаççĕ пирĕн хастар хĕрарăмсем. Хĕллехи пĕр ырă кун «Газель» çине ларса çула тухрăмăр. Ак мыскара! Вăрманта трасса хĕрринчех эпир упа-утамана тĕл пултăмăр!

Шупашкара çитсен, юратнă хуламăрăн илемлĕ вырăнĕсене курса килентĕмĕр. Çветтуй Татьяна ячĕллĕ Пукрав чиркĕвĕнче пултăмăр.

Чи асра юлмалли вара – Чăваш академи драма театрĕнче Н.Угаринăн «Туй икерчи» комедине курни. Артистсем рольсене ăста вылянине курса, хамăрăн та сцена çине тухас кăмăл çуралчĕ. Тулли кăмăлпа, çĕнĕ шухăшсемпе тăван яла таврăнтăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика