Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытараймăш ташшине, шăнкăрав пек сассине...

14 февраля 2009 г.

2003 ÇУЛТА Кивĕ Чукал шкулĕнче 9 класс пĕтерсен Ольга Карзанова, ял клубĕн сцени çинче юрлама-ташлама юратаканскер, тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе Шупашкара – Чăваш Республикин культура училищине çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн Оля хор коллективĕн руководителĕсене тата музыка преподавателĕсене хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ.

Училищĕре хушма специальноçа та – ташă ăсталăхне те алла илнĕ. Вĕреннĕ хушăра концертсене те активлă хутшăннă: ыттисемпе пĕрле ташланă, эстрада юррисене те хитрен шăрантарнă.

2007 çулта культура училищин дипломне илсен Ольга Карзанова Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта музыка учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Аккордеонпа каласа шкул хорне те ертсе пырать.

Тăван ялта «Асамат» ташă ушкăнĕ те йĕркелесе янă Ольга Александровна. Ташă кружокне Кивĕ Чукалти тĕп шкулта кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Клуб çумĕнчи ташă коллективĕ – унта пурĕ 18 ача ташлать – иккĕмĕш çул ĕнтĕ ял-йыша хăйĕн илемлĕ ташшисемпе савăнтарать. Программăра – чăваш, вырăс, ытти халăхсен ташшисем. «Асамат» районти тата республикăри тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнать. Коллективăн ташшисене куракансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.

2009 çул Ольга Карзановашăн хăйне евĕр чаплă событипе палăрса юлать. Ĕçри, творчествăри ÿсемсемшĕн ăна уйăхсерен Президент стипендине пама йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика