Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ

14 февраля 2009 г.

ЫРĂ йăлана малалла тăсса, райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ кăçал та ял поселенийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивальне ирттерет. Çак фестивале Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 65 çул çитсе пынине, Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулĕсене халалланă.

Районти культура учрежденийĕсен художество пултарулăх коллективĕсен программин пахалăхне жюри репертуар содержанийĕ, илемлĕ пултарулăх ăсталăхĕ, сцена культури, хорсемпе ансамбльсен темиçе сасăллă янăравлăхĕ тăрăх пăхса, программăна инноваци формисене, халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене кĕртнине шута илсе хаклать. 1 сехет те 20 минута тăсăлакан концерт программинче хор (2 произведени юрламалла), инструментсен, çемье ансамблĕсем, ташă, вокал ушкăнĕсем (арçынсен, хĕрарăмсен, хутăш), пĕччен, дуэтпа, триопа юрлакансем, художествăлла сăмах ăстисем) пулмалла.

Фестивале февралĕн 27-мĕшĕнче Чукал ял поселенийĕн художество коллективĕ уçать, Вырăс Чукалĕнче хăйĕн программине кăтартать. Мартăн 3-мĕшĕнче – Кивĕ Чукал, 6-мĕшĕнче – Анат Чаткас, 10-мĕшĕнче – Шăмăршă, 13-мĕшĕнче – Пуянкасси, 17-мĕшĕнче – Пăчăрлă Пашьел, 20-мĕшĕнче – Васан, 24-мĕшĕнче – Палтиел, 27-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен концерчĕсем иртеççĕ (асăннă ялсен клуб учрежденийĕсенче). Чи лайăх художество номерĕсене апрельте Шăмăршăри Культура керменĕнче иртекен гала-концерт валли суйласа илеççĕ. Çĕнтерÿçĕсем хăйсен пултарулăхне районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче – 2009 çулхи Акатуйра кăтартаççĕ. Çак уяврах фестиваль çĕнтерÿçисене чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика