Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

14 февраля 2009 г.

ЧУКАЛ ял поселенийĕнчи чылай хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Вĕсенчен пĕри – И.Матросов. Картиш тулли выльăх унăн: икĕ ĕне, тăватă пăру, тăватă сысна тата çăвăрлакан икĕ сысна. Кунсăр пуçне кайăк-кĕшĕк те сахал мар.

– Килте выльăх усрани çав тери усăллă, - тет кил хуçи. – Продукци те самаях туса илетпĕр. Сĕт, аш-какай сутнă май çемье бюджечĕ те хутшăнсах пырать. Выльăх апатне çу кунĕсенчех çителĕклĕ таран хатĕрлерĕмĕр.

Чукалта выльăх-чĕрлĕх нумай тытакансем татах та пур. Çак шута А.Андреев тата В.Бибуков хуçалăхĕсене те кĕртмелле. Вĕсен шучĕпе, аш-какай, сĕт-çу – чăннипех чĕрĕ валюта.

Пĕр сăмахпа, ÿркенмеççĕ чукалсем, кризис тапхăрĕнче те çухалса каймаççĕ, йывăрлăхран хăйсен вăйĕпе, ĕçченлĕхĕпе тухма тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика