14 февраля 2009 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛТИ хоккей коробки нихăçан та пушă мар. Канмалли кунсенче çынсем уйрăмах йышлă унта: ачасемпе пĕрлех аслисем те конькипе ярăнса киленеççĕ. Хоккей вăййисем те тăтăшах иртеççĕ, ăмăртусене çывăхри ялсен командисем те хутшăнаççĕ. Коробкăна каçхи вăхăтра çутатмалла тунă.
Хоккей площадкине физкультура учиетлĕ пулнă Сергей Симурзин пăхса, юсаса тăрать. Сăмах май, ăна вăл хăй пуçарнипех йĕркеленĕччĕ. Сергей Ивановича 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Çамрăксен спортри чи лайăх наставникĕ» ят панă.