14 февраля 2009 г.
ЛЕШ вырсарни кун Карапай Шăмăршăри хоккей площадкинче Комсомольскинчи, Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнчи тата Карапай Шăмăршăри командăсем юлташла тĕл пулу ирттерчĕç. Тÿрех каламалла, ăмăртусем питĕ хĕрÿ иртрĕç, куракансем те йышлăн пухăнчĕç.
Комсомольски команди, хоккейла пуринчен те ăстарах выляса, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем – иккĕмĕш, карапайсем виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
«Нектар» предприяти (Н.А.Столяров) турнир спонсорĕ пулчĕ.