Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи нумай вулакан çулталăкри кĕнеке – 2007» конкурс

14 февраля 2009 г.

ЧĂВАШ Республикин халăхне кĕнеке еннелле çавăрас, вулама ытларах явăçтарас, Чăваш Енри литература ăстисен чи лайăх произведенийĕсене халăх хушшинче сарас тĕллевпе Чăваш Республикин Наци библиотеки «Литературăллă Чăваш ЕН: чи нумай вулакан çулталăкри кĕнеке - 2007» конкурс ирттересси пирки пĕлтерет. Вăл 2009 çулхи февраль-апрель уйăхĕсенче иртет. Конкурса хутшăнакан изданисенчен Шăмăршă поселенийĕн тĕп библиотеки абонементĕнче литература выставки йĕркеленĕ. Çак куравра – Николай Симуновăн «Ан йĕр эсĕ, Лена», «Телейне кура шăпи», Хĕветĕр Уярăн «Ăçта эс, тинĕс;», Георгий Красновăн «Хĕрлĕ тюльпан», Марина Карягинан «Хура тумлă арçын», Василий Петровăн «Хăрушă йăнăш» тата ытти писательсен кĕнекисем.

Чăваш Енри писательсен чи вуланакан кĕнекисене палăртас тĕллевпе библиотека ыйтăм йĕркелет. Унăн итогĕсем тăрăх «Чăвашла чи нумай вулакан кĕнекене», «Вырăсла чи нумай вуланакан кĕнеке», «Чăвашла чи нумай вуланакан ача-пăча кĕнекине», «Вырăсла чи нумай вуланакан ача-пăча кĕнекине» тата «Чи нумай кĕнеке вулакана» палăртаççĕ.

Конкурс тапхăрĕнче библиотекăра вулакансен конференцийĕсем, литературăн библиографи тишкерĕвĕсем, диспутсем, поэзи сехечĕсем, çĕнĕ кĕнекесен тишкерĕвĕсем иртеççĕ.

Кĕнеке вулама юратакансене Шăмăршă поселенийĕн тĕп библиотекине килме, республикăри конкурса хутшăнма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика