Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăха çĕклеме ан ÿркен çеç ĕçлеме

21 февраля 2009 г.

– КИЛ картинче, витере выльăх-чĕрлĕх пулманни ялта пурăнаканшăн вырăнлах мар пек туйăнать манăн шухăшăмпа, - тет Асанкассинчи Л.Инголов.

Лев Митрофанович темиçе çул каярах «Пакша» хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлет вăл. Хальхи вăхăтра фермер сăвăнакан виçĕ ĕне, пăрусем – пурĕ çирĕм пуçа яхăн выльăх тытать. Хăйĕн тракторĕ те пур. Çавăнпа утă-улăмне те хĕл валли çителĕклĕ таран янтăласа хурать. Фураж тĕлĕшпе те пысăк чăрмавсемех çук.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.Долгов та çак енĕпех ĕçлет, вăл та – фермер. Çамрăк пăрусем ÿстерсе сутни çемье бюджетне самаях пуянлатма май панине лайăх ăнланса илнĕ вăл. Унăн хуçалăхĕнче пăрусен йышĕ вăтăр-хĕрĕх пуçран чакмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика