21 февраля 2009 г.
ÇАК кунсенче Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта математикăпа информатика эрни иртрĕ. Ăна йĕркелеме вĕрентекенсем анлă, тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ.
Малтанхи кун 10-11 классенче ăс пухакансем «Форд Бояр» вăйăра тупăшрĕç. Тăхăр тапхăртан тăракан вăйăра сакăршар çынран тăракан командăсем маларах палăртнă «Тăват кĕтеслĕх» сăмах патне маларах çитессишĕн кĕрешрĕç.
«Математика – ăс-тăн гимнастики» викторина пиллĕкмĕш классем хушшинче иртрĕ, унта М.Савельев çĕнтерчĕ.
7-8 классенче вĕренекенсем «Хаваслă самант» вăйăра тупăшрĕç. Ултă гейм пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кунта çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç.
«Пĕл тата хăвна кăтарт» информатика предмечĕпе иртрĕ, унта улттăмĕшсем хутшăнчĕç, «Инфопĕлÿçĕ» тата «Вирус» командăсем «Ан тив, вăйли çĕнтертĕр» девизпа ăмăртрĕç. Хальхинче «Инфопĕлÿçĕ» команда вăйлăрах пулни палăрчĕ.
Математикăпа информатика эрнинче П.Стратилатовпа Г.Кузьмина модульлĕ уçă уроксем ирттерчĕç. Çавăн пекех Г.Яковлевапа Г.Кузьмина класс тулашĕнчи мероприятисене йĕркелерĕç, Т.Филиппова учительница 10-11 классенче алгебра предметне вĕрентмелли тематикăллă планпа паллаштарчĕ.