21 февраля 2009 г.
ЧАКСАХ пырать Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннисен йышĕ. Çĕнĕ Чукалта та вĕсем халĕ иккĕн çеç.
... Вăрçăччен С.Борисов хĕрлĕ армеец шăпах службăра тăнă, Тăван çĕршыв чиккине сыхланă. Пограничник пулнă май, нимĕç фашисчĕсен малтанхи атакисене хăй çинче тÿссе ирттернĕ вăл. Аманнă та вăл, анчах вут-çулăмран чĕрех тухма пултарнă. Каярахпа Çтапук тете Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре те хутшăннă. Çак хушăра разведкăна сахал мар çÿренĕ вăл, тăтăшах «чĕлхе» тытса килнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн патшалăх наградисене, тĕп командующийĕн Тавне темиçе хутчен те тивĕçнĕ С.Борисов.
Ленинграда хÿтĕленĕ вăхăтра пĕр çапăçура Çтапук тете йывăр аманнă, чылай вăхăт Улан-Удери госпитальте сипленнĕ. Шел, унăн пĕр урине сыхласа хăварма май килмен – чĕркуççинчен аяларах татма тивнĕ. 1943 çулта тăван яла таврăннă вăл, Çĕнтерĕве çывхартас тĕлĕшпе вăй çитнĕ таран тăрăшнă.
Халĕ С.Борисов тăхăр теçетке урлă каçнă ĕнтĕ, апла пулин те пурнăçран юласшăн мар-ха вăл: çынсемпе хутшăнать, хаçат-журнал та вулать.
Ялти тепĕр ветеран – А.Матросов. 1942 çулта фронта тухса кайнă вăл. Йывăр çапăçусене сахал мар хутшăннă Аркаш тете. Стрелок вăрçа Кенигсберг хулинче вĕçленĕ. Çакăн хыççăн Çĕнĕ Чукал йĕкĕчĕ Эстонире салтак службине малалла тăснă. Çичĕ çултан çеç тăван яла таврăннă А.Матросов, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Кăкăр тулли орден-медаль вăрçă ветеранĕн. Туяпа кăна пулсан та, ял хушшине те тухать Аркаш тете, çамрăксене иртнĕ вăрçăн хăрушă кунĕсем çинчен каласа парать.