21 февраля 2009 г.
«РАÇÇЕЙ йĕлтĕр йĕрĕ – 2009» чупу Чукал ял поселенийĕнче чăн-чăн спорт уявĕ пек иртрĕ.
Кăнтăрла 12 сехетре Чукалти тĕп шкул умĕнче йĕлтĕрçĕсем пĕр рете йĕркеленсе тăчĕç. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009» чупу уçăлнă ятпа спортсменсене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.П.Чугунов, район администрацийĕн представителĕ В.В.Антонов, Чукал шкулĕн директорĕ О.М.Еремеева ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă старт сунчĕç.
Стартра малтанх 7-9 классенчи арçын ачасем, унтан хĕр ачасем пулчĕç. Малти вырăнсене М.Андреев, Н. Ильичев, В.Пордуреев, П.Безрукова, О.Николаева, В.Симурзина йышăнчĕç. 4-6 классенчи ачасенчен чăн малтан финиша В.Абросимов, Н.Макеев, Д.Угарин, А.Заказова, М.Симурзина, Н.Нефедова çитрĕç. 1-3 классенчен мала тухнисем çаксем: С.Еремеев, С.Безруков, Д.Симурзин, О.Макеева.
Ачасем хыççăн старта шкулта, ял поселенийĕн администрацийĕнче, лесничествăра, фельдшер пунктĕнче, фермер хуçалăхĕсенче, «Агросервис» ООО уйрăмĕнче вăй хуракансем, пенсионерсем тухрĕç. Хĕрарăмсенчен С.Симурзина, И.Сарандаева, В.Сарандаева, В.Чашкина, арçынсенчен В.Бибуков, С.Еремеев, П.Безруков малти вырăнсене йышăнчĕç.
Çемье командисен ăмăртăвĕнче пĕр пек вăхăт кăтартса Еремеевсемпе Симурзинсен çемйисем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.
Мала тухнисене Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç, Симурзинсемпе Еремеевсен çемйисем пылак торт илме тивĕçрĕç.