Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхлă кредит – халăха пулăшу

26 февраля 2009 г.

ÇАК кунсенче районти кашни ялтах граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç, вĕсенче ял поселенийĕсен администрацийĕсем 2008 çулхи ĕçсем çинчен отчет туса пачĕç.

Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: ялта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ чи хисепли шутланать.

Çак проект ĕçлеме тытăннăранпа икĕ ялти 179 çемье 28 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхсенче 442 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 400 пуç ытла сысна, 200 пуç сурăх, 69 пуç лаша усраççĕ.

Карапайсемпе çĕнтăрăнсем ĕçре яланах харсăр. Çакна ялта çĕнĕ çуртсем нумай çĕкленни те аван çирĕплетет. 2008 çулта 1500 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ялта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тăвас ĕç те начар мар пырать.

2008 çулта икĕ урамри çула тĕпрен юсанă, çак ĕç кăçал малалла тăсăлĕ.

Граждансен пухăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика