26 февраля 2009 г.
ИРТНĔ шăмат кун, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа Шăмăршăра районти хоккеистсен турнирĕ пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» фракцийĕн членĕ Александр Максимов йĕркелесе ирттерчĕ.
Вăйăсем пуçланиччен Александр Васильевич хоккеистсемпе курма пынисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский тата «Единая Россия» партин районти вырăнти Политканашĕн ячĕнчен Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, хоккей вăййине йĕркеллĕ ирттерме, ăнăçупа ăсталăх кăтартма ырлăх-сывлăх тата телей сунчĕ.
Шăмăршăри хоккей площадкинче виçĕ команда тупăшрĕ. Вăйă Шăмăршăри хоккей ветеранĕсемпе Чукал ял тăрăхĕн команди тĕл пулнипе пуçланчĕ. Çивĕч кĕрешÿре Шăмăршă ветеранĕсем чукалсене 5:4 шутпа çĕнтерчĕç.
Турнирăн иккĕмĕш вăййи Шăмăршăри çамрăк хоккеистсемпе ветерансем хушшинче иртрĕ. Ветерансем ку хутĕнче те çамрăксенчен вăйлăрах пулни, ăстарах выляни палăрчĕ.
Юлашкинчен икĕ вăйăра çĕнтернĕ ветерансен команди чукалсемпе тепре тупăшрĕ. Каллех шăмăршăсем çĕнтерсе ку команда пĕрремĕш пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ командăна А.Максимов парни – така тивĕçрĕ. Çавăн пекех чи лайăх çамрăк вратарь ята Н.Харитонов, чи лайăх тапăнса вылякан ята Ш.Шарапов тата чи ватă хоккеист ята 46 çулхи И.Мушарапов тивĕçрĕç (вĕсем виççĕшĕ те Чукал ял тăрăхĕн командинчен). Депутат çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕ.
Кунсăр пуçне малти виçĕ вырăна йышăннă хоккей командисене «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн Тав хучĕсемпе наградăларĕ. Хоккеистсен командисем Александр Васильевич Максимова хăйсене кăнтăрлахи вĕри апатпа тивĕçтернĕшĕн ăшшăн тав турĕç.