26 февраля 2009 г.
ÇĔР ĕçченĕсен çулталăкне халалласа, çак кунсенче Васанти пĕтĕмĕшле вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем уçă уроксен фестивальне ирттерчĕç. Чаплă уява кÿршĕллĕ Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи тăван чĕлхепе сăмахлăхне вĕрентекенсен пысăк йышĕ хутшăнчĕ. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Н.Ларшников ертсе пынипе, Васанти халăх музейĕ çумĕнчи «Мерчен» фольклор ансамблĕ хаклă хăнасене чăваш халăхĕн авалхи юрри-кĕввипе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.
Ун хыççăн вĕрентекенсем икĕ урок хушши Васан ачисен пĕлĕвĕпе-пултарулăхĕпе палашрĕç. Ют шкулти палламан ачасемпе шăмăршăсем сумлă уроксем ирттерчĕç. 5 класра – Анат Чаткас тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем Е.М.Ильина, Г.С.Лукиянова В.Енĕшĕн «Çĕр тĕрекĕ», 6 класра – Виçпÿрт Шăмăршă тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Семенова Е.Лисинан «Çăкăр чĕлли», 7 класра Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ В.П.Малеева Г.В.Зайцев (Тал-Мăрса) çырнă «Хирте», 8 класра – Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Г.В.Кузьмина В.Петровăн «Çавра çăкăр», 9 класра – çак йĕркесен авторĕ – Палтиел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ С.Барановăн «Çăкăр хакĕ» хайлавсем тăрăх уроксем, 11 класра – Пуянкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Л.П.Краснова «Районти паллă çĕр ĕçченĕсем» темăпа презентаци ирттерчĕç.
Районти вĕрентекенсем урокра палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама пултарчĕç. Çĕнĕ технологипе – компьютерпа усă курасси, иккĕллĕ тата виççĕллĕ дневниксем çырасси, концепт, кластер, синквейн тăвасси – усă курни уçă уроксен содержанине те, пахалăхне те ÿстерчĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулу – калаçу йĕркелени те уроксене асра юлмаллах витĕм кÿчĕ. Ачасем çăкăр хакне ăнланни, çĕр ĕçченĕсене хисеплени куç кĕрет: вĕсен хуравĕсем тулли, хăйне евĕр кăсăклă пулчĕç.
Фестиваль вĕрентекенсем Васанти Халăх музейне экскурси йĕркеленипе тата методика пĕрлешĕвĕсен ыйтăвĕсене хак панипе вĕçленчĕ. Чăвашлăха упракан вĕрентекенсем уçă уроксен фестивальне пысăк хак пачĕç, малашне те çакăн евĕрлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене зона шайĕнче ирттерме кирлине палăртрĕç.
Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене – пысăк ăсталăхшăн, РУО методистне Г.Н.Ивановăна тата Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне А.В.Ларионова тата ун туслă коллективне – уява çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, Г.Н.Ларшниковпа ун «мерченçисене» – мероприятие илем кÿнĕшĕн, шкулти ылтăн алăллă поварсене – тутлă апатшăн чĕререн тав тăвас килет. Паллах, çĕр ĕçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă, ача-пăчана çăкăр хакне туйма пулăшнă Г.Н.Лукьянова та тав сăмахĕсĕр хăварас килмест.