26 февраля 2009 г.
ВАСАН ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Вячеславович Ястребов хастар та вĕри чăваш. Ахальтен мар ĕнтĕ виçĕм çул çак ял тăрăхне республикăри чи лайăххи тесе палăртнă, С. Ястребова маттур пуçлăх ятне панă. Ĕçе каймалла мар-ха тесе каникулта вăрах вăхăт килте ларас темен: раштав тĕлĕнче тĕп ялти вăтам шкулăн спорт залĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăрту йĕркеленĕ. Раççейри çамрăксен çулталăкне халалланă мероприятин тĕллевĕсем уçăмлă: сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, яш-кĕрĕме физкультурăпа спорта явăçтарасси, маçтăрлăха ÿстересси. Тăватă виçе категорийĕпе пыракан тупăшăва хутшăнас текен йышлă пухăннă. Курма килекенсем вара спортсменсене хавхалантарма ÿркенмен. Çĕнтерÿçĕсене, паллах, медальсем, Хисеп хучĕсем, сумлă парнесем панă.
Станислав Вячеславович каланă тăрăх, çак залра Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявне халалласа волейбол турнирĕ иртнĕ. Пĕрремĕш кунĕнче айккинчен (районтан) чĕннĕ командăсем ăмăртнă, тепринче ялсенчи урамсен ушкăнĕсем вăй виçнĕ. Март уйăхĕн вĕçнелле хĕллехи сезона хупнă май йĕлтĕрçĕсен эстафетине ирттерме палăртнă. Ку йăлана кĕнĕ массăллă спорт уявĕ шутланать. Унта медицина тата культура ĕçченĕсем, учительсемпе вĕренекенсем, вырăнти агрофирмăн выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсемпе тыр-пул çитĕнтерекенĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй тата спорта кăмăллакан кирек хăш йыш та хутшăнать.
Ялти хĕрÿ ĕç-пуç тапхăрĕ пуçланиччен тата тепĕр ăмăрту: май уйăхĕн пĕрремĕшĕнче футболла выляма юратакансем Кивĕ Шăмăршă стадионне пухăнĕç, виçĕ ял хушшинче мала тухассишĕн сăран мечĕке тар тăкса хăвалĕç.
– Çывăх вăхăтра йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерме хатĕрленетпĕр, - хавхаланса калаçать С.В.Ястребов.
Итлесе ларатăп та тĕлĕнетĕп. 540-550 киллĕ Васан ял тăрăхĕнче пысăк заводăн йышлă филиалĕ те, мăн фабрика уйрăмĕ те уçман. Мĕн пурри – хальхаççăн çеç ураланса пыракан «Исток» хуçалăх. Унсăр пуçне – пĕр вăтам шкул, икĕ библиотека тата виçĕ медпункт.
Бюджета кĕмĕл хывакан çукпа пĕрех темелле. Çав вăхăтрах – халăха йышлă явăçтаракан пилĕк спорт мероприятийĕ! Пĕлетпĕр: çÿлтен никам та манна пăтти антарса памасть. Тăкаксем кашнинчех чылай пуçтарăнаççĕ. Кĕрешÿçĕсене, судьясене апатлантармалла-çитермелле, хăнасене кĕтсе илмелле. Çĕнтерÿçĕсене паян тетрадь-ручка çеç параймастăн – лайăх приз кирлĕ. Пур çĕрте те кĕмĕл саланать. Ăçтан тупмалла-ха ăна хальхи йывăр саманара;
– Январьти кĕрешĕве тата март уйăхĕнчи чупăва йĕркелессине ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй çине илет. Бюджет нумаях мар пулсан та физкультурăпа спорт валли эпир ятарлă статья çирĕплетнĕ, - ăнлантарать ман ыйтăва Станислав Вячеславович. – Паллах, çакă çителĕксĕр. Спонсорсене ытларах явăçтарма тăрăшатăп. Савăнăçĕ-килĕшĕвĕ хамăр валлиех вĕт. Ялсенче укçаллă хресчен-фермерсем пур – вĕсем пулăшаççĕ. Районта пысăк вырăн йышăнакан ентешсем те, хуласенче пурăнакан самай çаврăнăçуллă туссем те айккинче юлмаççĕ.
Ытти виçĕ ăмăртушăн вара патшалăхпа халăх енчĕкĕ енне алла тăсмастпăр. Акă маларах асăннă волейбол турнирнех илер. Ăна Шупашкарта пурăнакан Васан хастарĕ Вячеслав Петрович Еремеев сĕнĕвĕпе сакăр çул каялла пуçарса янă. Вăл паллă волейболист, спортăн çак енне чунран парăннă çын. Предприниматель. Ăмăртушăн хăй тата яла тĕпе юлнă тăванĕ тăкакланаççĕ. Пĕри чаплă призсем туянать, тепри така шÿрпи пĕçерсе сĕтел хатĕрлет.
Футбол чемпионатне эпир сарăмсăр вилнĕ физкультура учительне-тренера Олег Каргина халлалатпăр. Кăна ирттерме пĕтĕмпе тенĕ пекех спорт мастерĕн шайне çити ÿснĕ шăллĕ хăй çине илнĕ. Йĕлтĕрçĕсен февраль уйăхĕнче пулмалли ăмăртăвĕ çĕнĕ-ха. Ун пирки Мускавра тĕпленнĕ Владимир Евдокимов ентешĕмĕр курма килсен темиçе хутчен те сăмах хускатнăччĕ. Вăхăтĕнче аллă çухрăма чупса самай пысăк çитĕнÿсем тунă марафонец тăван ялĕнче спорт праçникĕ йĕркелеме, ăна йăлана кĕртме шантарать. Хамăрăн активпа шухăшларăмăр та – килĕшрĕмĕр. Вăт çапларах пурăнатпăр...
Хамăртан çакна хушса калар: Çăварнипе Акатуйне шутламасан Васан таврашĕнче иртнĕ ĕмĕрте пысăк ăмăртусем пулман тесен те йăнăш мар. Çак çул çине районти Карапай Шăмăршă, Палтиел, Анат Чаткас тата ытти ял тăрăхĕ те тухса пыраççĕ.
Физкультурăпа спорта аталантарас, ялта пурăнакансен канăвне йĕркелес ĕçе спонсорсене явăçтарса пынипе Шăмăршă район пуçлăхĕ Валерий Фадеев питĕ кăмăлă. Ку енĕпе вăл хăй те ырă тĕслĕх кăтартать. Акă хĕллехи «Сывлăх кунĕнче» унăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ача садне çÿрекентен пуçласа шур сухал таранччен вун-вун çын йĕлме йĕлтĕр çине тăрать. Сумлă ертÿçĕ аллинчен кĕске хумлă кăмакапа телевизор мар, хитре торт илни те спортсменшăн пысăк чыс, телей. Райцентр çумĕнчи ипподромра вара унăн парнине тивĕç пулас тесе лаша спортне хапăллакансем хамăр республикăсăр пуçне Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен çулталăкра виçĕ-тăватă хутчен пуçтарăнаççĕ.
Пурте пĕр тĕллевпе тăрăшнипе Шăмăршă тăрăхĕнче спорт аталанса-çĕкленсех пырать, ырă ят таврана сарăлать.