04 марта 2009 г.
ШĂМĂРШĂ. Хĕле ăсатнипе тата Çăварнипе çыхăннă уяв тĕп площадьре Культура керменĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ кăтартнă театрализаци представленийĕпе уçăлчĕ. Кун хыççăн Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов тухса калаçрĕ, йышлăн пухăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, пĕр-пĕрне каçарса туслăн пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Малалла вара илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсем халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Энтĕрьелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» фольклор ансамблĕ «Çăварни юррисене» хитрен шăрантарчĕ. «Аленушка» тата «Ромашка» ача сачĕсен воспитанникĕсем «Блины» юрăпа тата савăк такмаксемпе килентерчĕç. Шăмăршăри хĕрарăмсен вокал ансамблĕ те илемлĕ юрларĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Е.Муравьева, В.Павлов, С.Кудряшов, А.Миронова, Е.Любимова, Е.Порфирьева солистсем те хăйсен уçă та янăравлă сассисемпе уява илем кÿчĕç.
Тĕрлĕ спорт вăййисемпе аттракционсем те пулчĕç уявра. Ял çыннисем пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç, савăнчĕç, кулчĕç. Кире пуканне çĕклессипе тата алă вăйне виçессипе (армреслинг) А.Любимов, пĕчĕк çĕмренсене мишене тĕл ывăтассипе (дартс) А.Хафизов пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç.
В.Еремеев предприниматель те дартс вăййин тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсене ирттерчĕ, çĕнтерÿçĕсене призсемпе чысларĕ. Кунта М.Гордеевапа унăн хĕрĕ Катя пуринчен те ытларах призсем çĕнсе илчĕç. Сутуçсем уява килнĕ халăха тĕрлĕ таварсем сĕнчĕç. Халăх тутлă шашлăкпа техĕмлĕ чей, тутлă шыв та хаваспах туянчĕ. «Корчаков Л.В.» КФХ ĕçченĕсем вара тутлă та кăпăшка икерчĕсемпе савăнтарчĕç.
Кÿлнĕ утсем, хăмпăсемпе тата хăюсемпе илемлетнĕскерсем, уява хăйне евĕр тĕс кÿчĕç.
Хĕле ăсатмалли уяв районти ытти ялсенче те питĕ савăнăçлă, нумайлăха асра юлмалла иртнĕ.