04 марта 2009 г.
ЧĔР ЧУНСЕНЕ хĕл кунĕсенче пулăшасси – пирĕн тивĕç. Çак ĕçе Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе кашни çулах туса ирттеретпĕр.
Акă кăçал та 10-мĕш класра вĕренекенсем пуçарнипе (вĕрентекенĕ Г.Н.Тимофеева) «Кайăксене пулăшар!» ятпа уяв иртрĕ. Савăнăçлă уява уçса кĕçĕн класра вĕренекенсем çунатлă туссене халалласа сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç. «Кайăксене паллатăн-и;» тупмалли юмахсемпе ыйтусен конкурсĕ хĕрÿ тупăшура иртрĕ. Ÿкерчĕксен конкурсне те ачасем хастар хутшăнчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем хăйсем ăсталанă сырăшсемпе паллаштарчĕç, вĕсене шкул çулĕнчи паркри йывăçсем çине çакрĕç. Çак сырăшсене тума питĕ ансат, ăна кашниех ăсталама пултарать. Хуçалăхри пушă пластик кĕленчесене çеç касса хатĕрлемелле, тулă е шурă çăкăр тĕпренчĕкĕ хурса (кайăксене хура çăкăр çитерме юрмасть!) йывăç çине çакмалла. 6-мĕш класра вĕренекен О.Долговапа Л.Корчакова хатĕрленĕ презентаци пурне те килĕшрĕ. Шкул библиотекарĕ И.В.Ермолаева йĕркеленĕ кĕнеке выставкинче ачасем кайăксене хĕллехи вăхăтра пулăшу парас тĕлĕшпе нумай çĕннине пĕлчĕç. Уява А.Еремеевапа М.Ильичева ăста ертсе пычĕç, кайăксене тĕрĕс пулăшу парас йĕркепе те паллаштарса хăварма манмарĕç.
Çут çанталăк çыншăн мар, çын çут çанталăкшăн пулмалла тенине манса пыратпăр пулĕ. Уйрăмах хĕл кунĕсенче выçăпа аптăранă кайăксене курсан çак шухăш канăçсăрлантарать. Çак чăнлăха пирĕн тĕпе хурса пурăнасчĕ, туссем!