Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе пиçĕхнĕ алăсем

07 марта 2009 г.

ЭПĔ пынă чухне Нина аппа малти пÿртĕнче темĕн кăштăртататчĕ. Çын килнине илтсен тухса сывлăх сунчĕ те, чей вĕретме лартрĕ. Пÿрт-çурт таса та тирпейлĕ, пур япала та хăй вырăнĕнче. 75 çула çитнĕ Нина Сарандаева (хĕр чухне Борисова пулнă) халĕ Çĕнĕ Чукал ялĕнче пурнăçа пĕчченех пурăнса ирттерет. Килĕнче кăна пĕччен ĕнтĕ, хĕрĕсемпе мăнукĕсем, кĕрÿшĕсем яланах ун патне килсе çÿреççĕ, мĕн кирлине, тумаллине, çитменнине веçех пурнăçлама хатĕр. Апла пулсан та Нина аппа вăй çитнĕ таран веçех тума тăрăшать. Çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтерет, килти ытти ĕçсене те пурнăçлать. Пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчинче хитре чечексем валли те вырăн пур. Ÿркенмен çын вăл.

Нина Сарандаевăна чăнласах йывăр шăпаллисен шутне кĕртме пулать. Çут тĕнчене 1934 çулта килнĕскер, ачаллах терт-нушине нумай курнă, выçлăхне те сахал мар чăтнă. 14 çултах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Малтанласа пăрусем пăхнă çĕрте вăй хунă хĕрача, каярахпа ĕнесем сума пуçланă. Пĕр канми, чарăнми 12 çул колхозра ĕне сунă хыççăн, хĕр вербовкăпа инçетри Тюмене тухса каять.

1962 çулта Тюменьрен килсен, Узбекистанра та пулма тÿр килет. Тюменьри стройкăра ĕçлесе пухнă опыт кунта питĕ пулăшать ăна. Çĕр чĕтренипе ишĕлнĕ çуртсене çĕнĕрен туса çĕнетнĕ çĕрте виçĕ çул вăй хурать вăл, узбексен пурнăçĕпе паллашать, курать. Самарканд, Бухара, Фергана, Ургенч хулисенче пулса курать. Ростов облаçĕнче те ĕне сума тивнĕ Н.Сарандаеван. Ăçта пулсан та,пур çĕрте те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă хăйне шанса панă ĕçе.

Качча тухма та Нина аппа сĕм-суккăр тăрса юлнă (ун чухне чечче чирĕ анлă сарăлнă пулнă), хăйĕнчен кăшт аслăрах Кивĕ Чукал çыннине тухать. Те шелленипе, те урăх сăлтавпа, ăна халь нимĕнле те ăнлантараймасть. Кунта та ун аллисем ĕне сума пăрахмаççĕ. Ялта кăштах пурăнсан, çемье Чĕмпĕр облаçне куçса каять. Красногорск ялĕнче вунă çул дояркăра ĕçлет Нина аппа. Кунта та малтисен шутĕнче пулнă вăл. Тав хучĕсем, Грамотăсем, хаклă парнесем сахал мар илме тивĕçнĕ. Ачасемпе килти ĕçсемсĕр пуçне, суккăр упăшкана та пăхмалла, ĕçе те каймалла. «Турă та пулăшса сывлăх панă пулĕ», - аса илет вăл çав вăхăтри пурнăçа. Çапах та Нина аппа упăшкине питĕ хисеплесе, ăшă сăмахсемпе аса илет, хăйне пурнăç тума вĕрентнине каласа парать.

Упăшкипе Нина аппа тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем халь тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, вĕсен хăйсен çемйисем. Ялта пурăнакан та пур, Маруç клуб заведующийĕ пулса ĕçлет. Ыттисем те амăшĕ патне упăшкисемпе, ачисемпе килсех тăраççĕ. Пурте амăшне хунă тейĕн, илемлĕ те ĕçченскерсем.

Нина Сарандаевăн дояркăра ĕçленĕ стажĕ кăна 40 çул. Бригадăра, стройкăра тата ытти çĕрте ĕçлени мĕн чухлĕ тата; Тав хучĕсемпе Грамотăсен шучĕ те çук. Анчах та «Ĕç ветеранĕ» медаль çук унăн. Çавăншăн кулянать те хăш чухне. Çынсемпе калаçма, каласа пама питĕ ăста Нина аппа. Телей те сывлăх, ăнăçу пултăр унăн ватлăхĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика