11 марта 2009 г.
МАРТĂН 7-мĕшĕнче йĕлтĕрçĕсем ирех Шăмăршăри хыр вăрманĕн уçланкине васкарĕç. Районти тĕрлĕ ялсенчи автобуссем кунта пĕрин хыççăн тепри киле-киле чарăнчĕç.
Хĕллези спорт сезонĕ хупăннă ятпа йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвне килнĕ шкулсен, ял поселенийĕсен тата предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем 10 сехетре линейкăна тăчĕç. Район пуçлăхĕ В.Фадеев спортсменсене лайăх результатсемпе палăрма ăнăçу суннă хыççăн хĕрÿ ăмăртусем пуçланчĕç.
Районти шкулсенче пыракан XXI Спартакиада зачетне кĕрекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне 1996-97 çулсенче çуралнă хĕрачасем уçрĕç. Çак ÿсĕмри хĕрачасем хушшинче 1-3 вырăнсене М.Петрова (Пуянкасси шкулĕ), П.Егорова (Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕ), А.Купташкина (Карапай Шăмăршă шкулĕ), арçын ачасем хушшинче М.Алексеев (Пуянкасси шкулĕ), А.Муллин (Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕ), Д.Харитонов (Пуянкасси шкулĕ) йышăнчĕç.
1994-95 çулсенче çуралнисем хушшинче те ăмăртусем хĕрÿ пычĕç. Хĕрачасенчен призлă вырăнсене М.Капралова (Анат Чаткас шкулĕ), И.Угарина (Пуянкасси шкулĕ), А.Ларионова (Шăмăршă шкулĕ), арçын ачасенчен П.Хеминцер (Çĕпрел районĕ), А.Глазков (Шăмăршă шкулĕ), А.Нянин (Анат Чаткас шкулĕ) пайларĕç.
1992-93 çулсенче çуралнисем хушшинче хĕрсенчен С.Крикина (Çĕпрел районĕ), А.Мульдюкова (Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕ), А.Ишмуллина (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), яшсенчен В.Черланов, А.Солдатовпа А.Ярзуткин (виççĕшĕ те Çĕпрел районĕнчен) чи вăйлисем пулчĕç.
Судьясен коллегийĕ шкулсен командисен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Пуянкасси тĕп шкулĕ – пĕрремĕш (физкультура учителĕ В.Бондареев), Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ – иккĕмĕш, Анат Чаткас тĕп шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илни палăрчĕ.
Арçынсемпе хĕрарăмсем вара эстафетăра ăмăртрĕç. Кашни командăра – 3 арçынпа 3 хĕрарăм. Предприятисемпе организацисен командисен ăмăртăвĕсем интереслĕ иртрĕç. Арçынсем хушшинчи эстафетăра вăрман хуçалăхĕ (Южный) – пĕрремĕш, «Елочка» санаторипе Упи вăтам шкулĕ (Çĕпрел районĕ) – иккĕмĕш, Шăмăршăри лесничество виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрарăмсен эстафетинче вара 1-3 вырăнсене Шăмăршăри лесничество, районти тĕп больница тата «Елочка» санатори çĕнсе илчĕç.
Спорт уявне ял поселенийĕсен командисем вĕçлерĕç. Хĕрарăмсен эстафетинче Анатчаткассем – пĕрремĕш, Карапайшăмăршăсем – иккĕмĕш, Пуянкассисем – виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Арçынсен эстафетинче призлă вырăнсене Анат Чаткас, Пуянкасси тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕсем пайларĕç.
Сăмах май каласан, Кивĕ Чукал ялĕн командинче спорт ветеранĕ Петр Ильдяков тата унăн ывăлĕсем – Александрпа Федор пулчĕç. Кунсăр пуçне йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Петр Федоровичăн хĕрĕ Таня, кинĕ Марина, мăнукĕ Елена та вăй виçрĕç, лайăх результатсемпе палăрчĕç.
Спортăн ытти ветеранĕсене те лайăхпа палăртса хăварас килет. Шăмăршăра пурăнакан В.Шуряков, Л.Никитина, Н.Харлампьева, В.Мулгачева ăмăртура хăйсен «спорт формине» тивĕçлĕ шайра тытса тăнине çирĕплетрĕç, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
1-3 вырăнсене йышăннă уйрăм спортсменсемпе командăсем Хисеп грамотисем илчĕç. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул Кубока тивĕçрĕ.