Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрĕк арки йăваланипех тутă пулаймăн...

14 марта 2009 г.

«ĔÇЛЕМЕСĔР лариччен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем. Паллах, юптарса каланă: ним тумасăр ан пурăн, ĕçлеме тăрăш, ĕçлемесен ырлăх-пурлăх тăваймăн, тесе систернĕ.

Тĕнче кризисĕ вăй илсе пынă тапхăрта çÿлте асăннă ваттисен сăмахне аса илмех тивет. Кăçалхи икĕ уйăхра районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 283 çын пынă. Вĕсенчен 25-ĕшĕ – ĕç вырăнĕнче штатсене чакарнипе, 132-ĕшĕ – хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнипе биржăналла çул тытнă. 28-ĕшĕ унччен ниçта та ĕçлемен е чылай хушă ĕçсĕр пурăннă.

Ĕçе вырнаçтаракан центр 261 çынна шута илнĕ. Регистрациленĕ ĕçсĕррисен йышĕ 2,99 процентпа танлашать е ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,5 хут пысăкрах. 227 çын ĕçсĕррисен пособине илсе тăрать.

Пособи пирки çакна каламалла: хăшĕсем, «саккунсене пĕлетпĕр» тесе шутлакансем, ĕçсĕррисене уйăхсерен паракан пособи виçи 4900 тенкĕ тесе шантараççĕ. Тĕрĕссипе, 4900 тенкĕ – чи пысăк сумма, ăна юлашки ĕç вырăнĕнче çур çултан кая мар вăй хунисене тата уйăхра 6,5 пин тенкĕрен сахал мар ĕç укçи илнисене çеç параççĕ.

Чылай хушă ниçта та ĕçлеменнисен вара чи пĕчĕк виçепе – 850 тенкĕпех çырлахма тивет.

Центр тăрăшнипе, кăçалхи икĕ уйăхра 98 çынна яланлăх е вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. 17 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă. 24 çын газ хуранĕсен операторне, ПЭВМ операторне, стропальщика, интерьер енĕпе ĕçлекен дизайнера вĕренет, бухгалтерсем «1С: Предприяти» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ.

Чăваш Республикин 2007-2010 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли программипе килĕшÿллĕн, Шăмăршă районĕнче центр пулăшнипе 655 çынна ĕçе вырнаçтарма, 50 çынна çĕнĕ професси илме пулăшма, ватлăхпа пенсие тухиччен икĕ çул çеç юлнă 24 çынна вăхăт çитмесĕрех пенсие ямашкăн документсем хатĕрлеме палăртнă.

Çапах та центр пулăшасси çине çеç шанса пурăнмалла мар. Ялта пурăнакан çын валли ĕç çук тени – йăнăш шухăш. Выльăх-чĕрлĕх усра, çĕр ил, фермер хуçалăхĕ йĕркеле – паян никама та ĕçлеме чăрмантармаççĕ. Çамрăкраххисем Мускава е ытти хулана ĕçлеме кайни те – çемьешĕн тăрăшни. Ÿркенмелле кăна мар, йывăрлăхсем умĕнче алла усни нимĕнле усă та памĕ. Вăрман хĕрринчисем вăрман пуянлăхĕпе, хир енчисем çĕр пуянлăхĕпе туллин усă курсан, выльăх-чĕрлĕх усрасан укçа-тенкĕ ĕçлесе тума, пурнăçа лайăхлатса пыма пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика