14 марта 2009 г.
ÇАК кунсенче Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче физикăпа математика учителĕсен республикăри 20-мĕш методика фестивалĕ иртнĕ. Фестиваль теми – «Хальхи шкулти физикăпа математика урокĕсем».
Фестивале Шăмăршă районĕнчи учительсем те хутшăннă. Патирекри тĕп шкулти математика учителĕ А.В. Камалетдинова, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти математика учителĕ Р.С.Андреева фестиваль лауреачĕсен ятне тивĕçнĕ, Анат Чаткас шкулĕнчи физика учительне Ш.Ш.Исмагилова фестивалĕн Хисеп Грамотипе наградăланă.
Сăмах май, Ш.Ш.Исмагилов – республикăри пĕлтĕрхи методика фестивалĕн лауреачĕ, Чăваш Енри чи лайăх физика учителĕсенчен пĕри.