14 марта 2009 г.
ПАЛТИЕЛ ял поселенийĕн территорийĕ – районта чи пысăккисенчен пĕри. Икĕ ялта 1809 çын пурăнать, Палтиелĕнче 496, Патирекре 171 хуçалăх шутланать.
Ялсен инфратытăмне аталантарас, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе ял поселенийĕн администрацийĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать-ха; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Палтиел ял поселенийĕн пуçлăхĕнчен В.Г.АХМЕРОВРАН ыйтрăмăр.
– Чи малтан, Чăваш Республикин Президенчĕн «Таса шыв» программи пирки калам, - терĕ В.Г.Ахмеров. – Водопровод тăвассине вĕçлеме пĕлтĕр пирĕн ял поселенине 8 миллион тенкĕ уйăрса панăччĕ. Паян тулли савăнăçпа çакна палăртма пулать: икĕ ялти кашни урамах шыв пăрăхсем тăрăх пырать. Вĕсен тăршшĕ – 18 километр.
2010 çулта, пысăк водохранилище хута кайсан, ĕçмелли таса шыва унтан илсе тăрăпăр.
Çавăн пекех 2008 çулта 4 урамри электропередача линийĕсене реконструкцилерĕмĕр, Палтиелĕнчи тата Патирекри Культура çурчĕсене тĕпрен юсарăмăр. Октябрь урамĕнчи çула юсама та майсем тупрăмăр.
– «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» Наци проекчĕ сирĕн патăрта мĕнле пурнăçланать-ши;
– Ял хуçалăх продукцийĕсене туса илес тĕлĕшпе килти хушма хуçалăхсем, 21 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Мир» ЗАО тата «Искра» СХПК ĕçлеççĕ.
2008 çулта килти хушма хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсем 5916,8 тонна çĕр улми, 587 тонна пахча-çимĕç, 477 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 357 тонна аш-какай, 2325 тонна сĕт, «Мир» тата «Искра» хуçалăхсем, иккĕшĕ пĕрле, 3252,6 тонна тырă, 432 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 709 тонна çĕр улми, 27,8 тонна аш-какай, 762 тонна сĕт туса илнĕ.
Пирĕн ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакан граждансем пĕлтĕр патшалăхран пурĕ 11104 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ, çак укçа-тенкĕпе ăратлă выльăх-чĕрлĕх, вăрлăх, ял хуçалăх техники туяннă, çĕнĕ вите-хуралтăсем туса лартнă. Выльăх усракансен йышĕ ÿссех пыни савăнтарать.
– Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлетĕр;
– 2008 çулта тирпей-илем тума 200 пин тенкĕ ытла тăкакланă. Чăн малтан, саккунсăр свалкăсене пĕтерессишĕн пысăк вăй хутăмăр. Çÿп-çап пуçтарма 20 контейнер туянтăмăр, кашни эрнерех ытлари кун ятарлă автомашина килсе пухăннă çÿп-çапа Шăмăршăри свалкăна тиесе каять.
Пĕлтĕр çавăн пекех 2 масар территорине тирпейлерĕмĕр, кăçал тата 3 масара тирпейлеме тата йĕри-тавра карта тытма палăртрăмăр.
Урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çу хутах субботниксем ирттертĕмĕр, ял-йыша анлăн хутшăнтарма тăрăшатпăр.
Урамсене çутатса тăма 44 лампа вырнаçтарнă, çак тĕллевпе çулталăкра 70 пин тенкĕ тăкакланă.
– Вут-кăвартан сыхă тăрасси те – ял поселенийĕн администрацийĕн кулленхи ĕçĕ вĕт-ха.
– Тĕрĕсех калатăр. Пирĕн пушар деповĕ пур, пушара хирĕç кĕрешекен службăна тытса тăма пĕлтĕр 287 пин тенкĕ тăкакланă. Депора ятарлă 2 автомашина, телефон пур, 3 водитель кунĕн-çĕрĕн дежурствăра тăрать. Пушар деповне тытса тăма кăçал 331 пин тенкĕ уйăрса хăвартăмăр.
– Ял çыннисем çĕнĕ çурт-йĕр лартаççĕ-и;
– 2008 çулта 1600 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. 2 çемье «Çамрăк çемье» программăпа, 2 çемье «Çамрăк специалист» программăпа патшалăхран каялла тавăрса памалла мар пулăшу илчĕç.
Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни те сисĕнет. Пĕлтĕр икĕ ялĕпе 19 ача, унчченхи çулхинчен 5 ача нумайрах çуралнă.
Ял поселенийĕн бюджетне пуянлатасси налуксем мĕнле пуçтарăннипе уйрăлми çыхăннă. Çĕр налукĕ – бюджетăн тĕп çăл-куçĕ. Çĕрпе тÿлевсĕр усă курмалла мар, кун пирки ял çыннисене яланах ăнлантарса тăратпăр. Кăтартусен базине çĕнетес енĕпе пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Мĕнпур кăтартусем халĕ – компьютерта. Пĕтĕмпех куç умĕнче: çĕр лаптăкĕн калăпăшĕнчен пуçласа унăн хуçин паспорт номерĕ таранах. Информацие Интернет урлă налук инспекцине те, патшалăхăн ытти органне те ярса пама пулать – питĕ меллĕ.
Паллах, ĕçре йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем те çук мар, аталану çулĕ нихăçан та такăр пулман. Депутатсемпе актив пулăшнипе, ял-йыш хастарлăхне ÿстернипе пирĕн йывăрлăхсене çĕнтерсе пымаллах.