Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх усратăн – пурнăçна лайăхлатăн

14 марта 2009 г.

РАЙОН хаçатĕнче Васанти Н.Г.Павлов пенсионер çырнă «Картиш илемлĕ выльăхпа» сăвва вуласа тухсан алла ручка тытмасăр тÿсеймерĕм. Чăнах та, выльăх-чĕрлĕх картишне илем кÿрет, ял çыннин ятне-чысне çĕклет. Йышлă выльăх усракансем пирки халăхра хисеплесе калаçаççĕ.

Эпĕ халĕ ватлăха пула тата чир-чĕр çыпăçсах тăнипе выльăх усрайманшăн питĕ кулянатăп. Пушă картиш чуна хурлантарать. Эпир мăшăрпа 42 çул хушши выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, уссине те самаях курнă. Эпир усракан ĕнесем яланах сĕт нумай антаратчĕç, 18-20 литртан кая мар сунă. Кашни çулах патшалăха сутаттăмăр, хамăр валли те, выльăхсем валли те çителĕклех пулнă. Пирĕн картишре тĕрлĕ çулсенче виçĕ тĕрлĕ ăратлă ĕнесем пулнă. Малтанхи, тĕттĕм хĕрли, «красногорбатовская» ăратлăччĕ. Унтан «симментал» ăратлине усрарăмăр. Ку ĕне кунне 25 литр таран сĕт антаратчĕ. «Шемуршинский» совхозпа килĕшÿ туса, сĕте Иршат Валитов пуçтаратчĕ. Усси пулнă, паллах. Совхоз улăмне-уттине те, тыррине те паратчĕ, укçа та тÿленĕ.

«Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», - теççĕ халăхра. Мăшăрăм выльăхсене чунтан тăрăшса пăхатчĕ, вĕсене апатлантармасăр, витене тасатмасăр ирхи апат тума кĕместчĕ.

«Юлашки çулсенче «хура-ула» ăратлине усрарăмăр. Ку ĕне те талăкра 18-20 литртан кая паман, анчах сĕтре çу хисепĕ сахалтарахчĕ.

Эпĕ ĕнене пăруланă хыççăн виçĕ уйăхран кая мар виçшер хут сунă. Чăннипех те кунне виçĕ хут суни питĕ усăллă.

Паллах, выльăх усрасан ытларах ĕçлеме тивет, сахалтарах çывăрмалла. Тен, çакă хăратать те хăш-пĕрисене. Пĕр вунă çул каялла пирĕн урамсенчи кĕтÿ 150 пуçа çитнĕччĕ, халĕ вара çакăн çурри те çук. Эпĕ пĕлекен нумай çамрăк çемьесем ĕне усрама пăрахрĕç, сăлтавне хăйсем кăна пĕлеççĕ пулĕ. Халĕ апатне тупма та çăмăл, хирте уйăрса панă çĕр çинче те выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерме пулать. Ĕçлеме кăна ан ÿркен. Выльăх-чĕрлĕх усрасан усси пурах. Çакна хамăр районти нумай-нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика