14 марта 2009 г.
АПЛА калас килет Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен С.Жилкина пирки. 1987 çултанпа ĕçлет ĕнтĕ вăл кунта. Пĕр вăхăтра Светлана Геннадьевна директор лавне те туртнăччĕ. Питĕ яваплă ĕç ку: ачасемпе çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлемелле, коллектива ертсе пымалла. Пĕр сăмахпа, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Çакна вăл хăйĕн ĕçĕпе лайăх çирĕплетнĕччĕ. Халĕ те ун патне çынсем туртăнаççĕ. Учитель пулнипе çеç мар, лайăх, ырă кăмăллă çын пулнипе те.
Ачана пĕлÿ панипе çеç çырлахмасть Светлана Геннадьевна, ăна вĕренме вĕрентессине те хăйĕн тĕллевĕсенчен пĕри тесе шутлать. Вăл е ку темăна тĕплĕн ăнлантарнă хыççăн ача малалла «иштĕр», вăл «ан путтăр», тата «кĕсменсемпе авăстăр», тет, кун валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшать. Чăн-чăн учителĕн методика ăсталăхĕ теме пулать çакна.
С.Жилкина хăйĕн урокĕсенче творчество шыравĕллĕ лару-тăру йĕркелет. Кун пек чухне вĕренекен тĕрлĕ çул-йĕрсене тĕпчет, тишкерет, юлашкинчен чи ăнăçли, чи шанчăкли çинче чарăнса тăрать. Çакнашкал хăнăху шкул выпускникне кайран профессие тĕрĕс суйласа илме, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма май парать.
Светлана Геннадьевнăран ашшĕ-амăшĕсем канаш та ыйтаççĕ: «Ачана тĕрĕс воспитани парас тесен мĕн тумалла;» «Ачан чун-чĕрине ăнланма тăрăшмалла, кирлĕ вăхăтра пулăшмалла, - хуравлать опытлă педагог. – Унпа ăшшăн калаçмалла. Енчен те ашшĕ е амăшĕ тÿрккес чунлă, кÿршисемпе харкашса, хăйшĕн çеç тăрăшса пурăнать, ыттисене пулăшмасть, ырă сунмасть пулсан, ача тĕрĕс воспитани илсе ÿсеет-и; Çук, паллах. Ашшĕ-амăшĕн ачашăн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла».
Хальхи вăхăтра вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ методика меслечĕсемпе информаци технологийĕсем анлăн сарăлса пыраççĕ. Анчах та С.Жилкина хальхи методикăсемпе тухăçлăн ĕçлесе пынипе пĕрлех, традицие кĕнĕ, хăйсене лайăх енĕпе кăтартнă унчченхи меслетсене те манăçа хăвармасть – вĕсене пĕрлештерсе ĕçлеме пĕлет. Вĕренекенсем «компьютер ачисем» кăна пулса ÿссен, вĕсем кĕнеке вулассинчен, пуçпа тарăннăн шутлассинчен пăрăнас хăрушлăх пысăк. Компьютер ачари «эпĕ» ăнлава иккĕмĕш вырăна хăварма, ун çийĕн хăйĕн влаçне çирĕплетме пултарать. Ку вара пурнăç çулĕ çине тухассинче, ун тăрăх çирĕппĕн утассинче чăрмав кÿрет. Светлана Генадьевна çакна тарăннăн ăнланать, ачасемпе комплекслă меслетсемпе ĕçлеме тăрăшать.
Пултаруллă учительницăна коллективра та, вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. Райцентрта, районти ялсенче те С.Жилкинана чылайăшĕ паллаççĕ, ăна сума хураççĕ. Светлана Геннадьевна 1998 çултанпа ют чĕлхесен учителĕсен районти методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Вăлах – вĕрентÿ ĕçĕн работникĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ.
Яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн С.Жилкинана ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă. Вăл – РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Нумаях пулмасть вара ăна пĕр мандатлă Карлински суйлав округĕ трăрăх халăх район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма шанчĕ. Светлана Геннадьевна халăх шанăçне тÿрре кăларасси пирки иккĕленÿ çук.
Вĕренекенсем хăйсен юратнă учительницине, икĕ ача амăшне Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунса хитре чечексен çыххине парнелерĕç. Хăйне çакăн пек хисеплени Светлана Геннадьевнăна чунтанах савăнтарчĕ, малашне те ывăнмасăр ĕçлеме хавхалантарчĕ.