18 марта 2009 г.
АСЛĂ Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитсе пынине, Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулне халалланă художество пултарулăх коллективĕсен районти фестивальне малалла тăсса, çак кунсенче райцентрти Культура керменĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем интереслĕ программăллă концерт кăтартрĕç.
Концерт «Çамрăкра пуласлăх» юрăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Пысăк хор туллин те мăнаçлăн шăрантарнă «Ай, пахчи, хăмла пахчи» (сăв. В.Давыдов-Анатрин, кĕв. М.Ягуновăн), «Манмастпăр Уруков ятне» (сăм. И.Саландаевăн, кĕв. И.Медведевăн) тата «С Господом вместе» (Г.Заволокин) юрăсене те зал ăшшăн йышăнчĕ (руководителĕ тата аккомпаниаторĕ В.Харитонов). Энтĕрьелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ вăрçă вăхăтĕнчи юрă-ташă композицийĕпе савăнтарчĕ.
Вокал ансамблĕсемпе солистсем хăйсен хитре те янăравлă сассисемпе программăна илем кÿчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи ачасен ансамблĕ «Аист на крыше» (аккомпаниаторĕ К.Анисимов), Энтĕрьелĕнчи Филипповсен çемье ансамблĕ «Пурнăç çулĕ», Культура керменĕ çумĕнчи арçынсен ансамблĕ «Живы будем, не помрем» юрăсене ăста юрларĕç. В.Кудряшовапа Г.Корнякова «Уява», Е.Воронцовапа В.Павлов «Только ты» тата «Ты далеко» юрăсемпе килентерчĕç. Уйрăм солистсем те – Л.Миронова «Садри сарă чечекне», С.Кудряшов «Рота», Е.Воронцова «Сердце ты мое», А.Миронова «О тебе», Т.Васильева «Умарина» (ирçе юрри), И.Медведев «Где же вы теперь, друзья-однополчане» юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç.
Чăваш такмакĕсем те кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç. Л.Мироновапа Н.Кудряшова сцена çинче малашне те хăйсен такмакĕсемпе савăнтарасса шанас килет.
«Антонина» халăх ташă коллективĕ чăваш тата тутар ташшисене, Культура керменĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ «Еду с армии домой» ташă композицине ăшă туйăмпа ташласа пачĕç.
Мероприяти программине Л.Владимирова яланхи пекех пысăк пултарулăхпа ертсе пычĕ.
Концерт вĕçленсен, сцена ăстисене тав туса, куракансем чылайччен алă çупрĕç.