Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăшмасан, кам;

18 марта 2009 г.

«...ВЛАÇĂН халăха пурăнмалли илемлĕ хутлăхпа тата хăрушсăрлăхпа, хăтлăхпа тивĕçтерес ĕçĕнче кăлтăксемпе манса хăварнисем тата туса çитерменнисем пулмалла мар. Пĕтĕм вырăнти йĕркелĕх, влаçсен тата ĕç паракансен яваплăхĕ, кулленхи çивĕч ыйтусене тата çынсен нушисене пĕлсе татса пани пурнăçра ырра шаннипе шанăçлăха, çавăн пекех республикăна кирлĕ тухăçлă ĕçе упраса хăварма пулăшаççĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура.

Питех те тĕрĕс, вырăнлă каланă сăмахсем кусем. Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче халăхшăн, ялсен аталанăвĕшĕн тăрăшассине чăн малти вырăна хурать.

2008 çул районти ял поселенийĕсемшĕн, çав шутра Шăмăршă ял поселенийĕшĕн те тирпей-илем тăвас ĕçре татăклă çул пулчĕ. Тахçантанпах ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ – мусоровоз туянтăмăр, çÿп-çаппа ытти тасамарлăха свалкăна турттарма тытăнтăмăр.

Çавăн пекех ял поселенине кĕрекен ялсен чиккисене тĕрĕс палăртас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă, çĕрпе усă куракансем çинчен калакан сведенисене компьютер базине кĕртнĕ. Çакă çĕр налукне тÿлес ĕçре паллă вырăн йышăнать. Документсене халĕ компьютер хатĕрлет, специалистсен ĕçĕ палăрмаллах çăмăлланчĕ теме пулать.

2008 çулта хута янă пысăк объектсенчен Шăмăршă – Баскак – Мулла автоçула, Шăмăршăри Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурта, тасатакан сооруженисем тата 14 километр тăршшĕ водопровод хута янине асăнмалла. Водохранилищĕрен шыв килсе тăма тытăниччен Шăмăршăри Заводская урамĕпе çĕнĕ урамсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси проблема пулса тăма пăрахмасть-ха.

Çав вăхăтрах шывпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлемелли пирки те каласа хăварас килет. Шыв тÿлевсĕр пулмасть, енчен те пĕр-пĕр урамра пурăнакансем шывпа усă курнăшăн тÿлесси пирки калакан килĕшÿ çине алă пусма килĕшмеççĕ пулсан, шыв илмелли колонкăна сÿтме тивет.

Хăйсен çурчĕсене шыв кĕртес текенсен водопровод системипе çыхăнтарма ирĕк пама ыйтса заявлени çырмалла.

Иртнĕ çул район центрĕнчи нумай хваттерлĕ тăватă çуртăн çивиттисене тĕпрен юсанă, электричество линийĕсене улăштарнă, стенасене ăшă тытмалла тунă. Çак ĕç кăçал малалла тăсăлĕ, вунă çуртран кая мар тĕпрен юсама тăрăшатпăр. Çак çуртсенче пурăнакансен юсав ĕçĕсем валли каякан тăкакăн 5 процентне çеç тÿлемелле. Ял поселенийĕ 2 миллион тенкĕ бюджет укçине уйăрать.

Пурăнмалли çурт-йĕре тĕпрен юсамалли федераллă программăна 2010 çулчченхи тапхăр валли йышăннă. Кивелнĕ çуртсене тĕпрен юсама Чăваш Республикинчи Минстрой урлă укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Авари пулма пултаракан çуртсене вара сÿтеççĕ.

2009 çулта тума палăртнă çĕнĕ объектсен шутне водопровод сетьне малалла тăсассине, Шăмăршăри Космовский, Ленин, К.Маркс урамĕсенчи, Комсомольский, Пионерский пăралукĕсенчи кивелсе çитнĕ шыв пăрăхĕсене улăштарассине кĕртмеле.

Кăçал çĕнĕ çул-йĕр тума палăртман, проектпа смета документацине хатĕрлесси малалла пырать.

2009 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Çĕр ĕçченĕсен çулĕ тесе палăртрĕ. Апла пулсан, пирĕн çĕр ĕçĕнче татăклă улшăну тумалла. Нумаях пулмасть «Агродор» ОООра ирттернĕ семинар çак хуçалăх çур акине тĕплĕн хатĕрленнине кăтартса пачĕ. Çав вăхăтрах «Шанс» ОООра çитменлĕхсем чылай-ха. Кунта кадрсен ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăрать.

Фермерсенчен Баскак поселокĕнчи М.Пелеев, Ирçе Тĕккинчи Г.Макаров ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла.

Юлашки виçĕ çул хушшинче ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакан 769 çын килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран пурĕ 115 миллион та 568 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Шел пулин те, сăвакан ĕнесен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Хальхи вăхăтра ял поселенийĕпе 608 пуç сăвакан ĕне çеç усрани – питĕ çителĕксĕр. Район центрĕнче пурăнакансен вăрманта кĕтÿ кĕтме ирĕк илес тесен аукционра çĕнтерме тивет.

Иртнĕ çул ял поселенийĕн территорийĕнче 168 ача çуралнă, 112 туй кĕрленĕ. Çав вăхăтра тĕрлĕ сăлтавпа 302 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Сывлăха çирĕплетес, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине йышăнмаллах. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси пирки те час-часах манатпăр. Хамăр сывлăх çине хамăрах алă сулни, паллах, ырри патне илсе çитермест.

Сывлăх пирки калаçнă чух обществăлла туалетсенчи тирпейсĕрлĕх пирки те асăнса хăвармалла. 2008 çулта çĕнĕрен пилĕк туалет турăмăр, район центрĕнче халĕ обществăлла 18 туалет шутланать. Вĕсенчи тирпейлĕх нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен хăйсенчен килет.

Çак сăмаха çÿп-çап тăкмалли контейнерсем пирки те каламалла. Çынсене темиçе хутчен те каласа ăнлантарнă, хаçатра статьясем çырнă пулин те, контейнерсене шĕвĕ каяш тăкма пăрахмаççĕ-ха. Хĕл кунĕсенче шыв шăнса ларать, контейнера пушатма çав тери йывăр. Контейнер типĕ çÿп-çап валли çеç пулнине пурин те асра тытасчĕ.

Çу кунĕсем çывхарнă май, вут-кăвар тухас хăрушлăх та ÿсет. Граждансен пушартан сыхă тăмалли правилăсене çирĕп пурнăçламалла. Кивĕ электропроводкăсене çĕннипе улăштармалла. Кашни ялтах пушар дружини, кашни хуçалăхрах пушара хирĕç кĕрешмелли ансат хатĕрсем, шыв емкоçĕ пулмалла.

Право йĕркине пăсмасăр, саккунсене пăхăнса пурăнасси – кашни çын тивĕçĕ. Шел те, çак требовани пур чухне те пурнăçланмасть. Юлашки виçĕ уйăхра кăна ÿсĕрпе çемьере харкашу çĕкленĕ 30 ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Шăмăршăра бомжсем те, ĕçкĕпе иртĕхекенсем те сахал мар, хăшĕсем ĕç пур пулсан та ĕçлеме тăрăшмаççĕ. Обществăлла йĕркелĕхе пăсакансем пирки çирĕпрех мерăсем йышăнма тивет.

Ял поселенийĕн администрацийĕ кулленхи ĕçре район администрацийĕн пулăшăвне туйса тăрать, йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа татса паратпăр.

Сăмахăма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесемпе вĕçлес килет: «Шанатăп: эпир палăртса хунă ĕçсене пурнăçлатпăр, пирĕн сирĕнпе йăлтах ăнать!»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика