21 марта 2009 г.
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев пĕлтĕр «Сĕт тата сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ çинчен» саккуна алă пусрĕ. Сĕт чи кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсенчен пĕри пулни пирки никам та иккĕленмест. Çын сывлăхĕ унăн пахалăхĕнчен килнине те пĕлетпĕр. Уйрăмах вăл ачасене кирлĕ. Раççей статистики çакна çирĕплетет: ĕне йышĕ те, сăвăм ÿсни те палăрмасть. Раççейре сĕт пĕр çын пуçне çулталăкра 30 килограмм кăна лекет. Финляндире – 180, Данире – 140 килограмм. Вăл çитменрен чикĕ леш енчен типĕ сĕт туянма тивет. Роспотребнадзор специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, унта çынна кирлĕ микроэлемент çав тери сахал.
Çĕнĕ саккун 2009 çулхи январьтен пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Вăл çĕршыври сĕт-çу производствине аталантарас ĕçре витĕм кÿрĕ.
Правительство йышăннă регламент сĕт туса илмелли стандартсене татах ÿстерет, пахалăхлă продукци хатĕрлес енĕпе витĕм кÿрет. Эппин, ял хуçалăх таварĕсем тăвакансен производствăри технологие çĕнетме тивет. Федерацин çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн сĕтре белок виçи пĕчĕк пулсан – ăна йышăнмаççĕ. Завода турттарса килсен те каялла ярĕç. Сунă сĕте леçиччен малтан 4 градус таран сивĕтмелле. Анчах совет саманинче вырнаçтарнă оборудованипе çакна пурнăçлама ансат мар. Производствăра вăл 80 процент таранах. Хуçалăх ертÿçисемпе фермерсен тата предпринимательсен сĕт тирпейлекен блоксенче хăйне евĕр «революци» тумалла: оборудование улăштармалла, çĕнĕ технологие ĕçе кĕртмелле.