21 марта 2009 г.
ЮН КУН республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Унăн теми – çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем тата халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе республикăра йышăнакан мерăсем çинчен.
Информаци кунне ирттерме района Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Матвеев, градостроительство тата обществăлла инфраструктура министрĕн çумĕ А.И.Лепилин, шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.М.Толстов килнĕ, ĕç коллективĕсенче пулса калаçусем ирттернĕ.