21 марта 2009 г.
МАРТĂН 14-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинче республика шкулĕсенчи кадет класĕсенче вĕренекенсем хушшинче интеллектуаллă вăйăсем иртнĕ. Кадетсем 1 сехет те 30 минут хушшинче вырăс чĕлхипе тата литературипе, математикăпа, чăваш чĕлхипе, естествознанипе, историпе тата обществознанипе кăткăс заданисене пурнăçланă.
Чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурипе Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Кристина Долгова призлă виççĕмĕш вырăн йышăннă.