25 марта 2009 г.
ХРЕСЧЕН ĕлĕкех çапла каланă: «Хывăх акса тухăçлă пулаймăн». Ку – пурнăç чăнлăх. Районти хуçалăхсенче те çур акиччен тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене тасатса сортлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кăçалхи çур аки валли 1500 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна пĕлтĕр 1700 тонна хывса хăварнă. Паянхи куна вăрлăхсен 70 проценчĕ ытла кондициллĕ шутланаççĕ. Халĕ вăрлăхсене сортлас тĕлĕшпе районта ултă звено ĕçлет. «Агродор» ООО, «Исток» ООО, «Мир» ЗАО, «Нива» ЗАО, «Агросервис» ООО ĕçченĕсем кăçал пысăк тухăç илес шанăçа çухатмаççĕ.
Кивви çĕннине упрать теççĕ те, анчах çĕр ĕçĕнче çак ăнлав пур чухне те чăна тухмасть. Апла пулсан, сортсене çĕнетсех пымалла. Çакна шута илсе кăçал районта 35 тонна тулăпа урпан суперэлита сорчĕсене туянма палăртнă. Хальлĕхе 10 тоннине илсе килнĕ ĕнтĕ, ытти кĕçех пÿлмесенче вырăн тупĕ.
Кăçалхи çул – Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ. Унпа килĕшÿллĕн, малашне пушă выртакан çĕрсене ытларах ĕçе кĕртме, акăнакан лаптăксен шутне ÿстерме палăртнă. Юлашки çулсенче çĕр улми çине сÿрĕккĕнтерех пăхма пуçланине шута илсе кăçал хуçалăхсенче унăн лаптăкне ÿсетерсшĕн. Тĕллеве пурнăçлас шутпа «иккĕмĕш çăкăрăн» элита тата суперэлита сорчĕсене 60 тоннăран кая мар туянмалла. Сортсене çĕнетме «Искра» СХПК, «Мир» ЗАО, «Исток» ООО кăмăл тунă.
Нумай çул ÿсекен курăксем те ватăлаççĕ, тухăçĕ чакса пырать. Çавна май кăçал çак культурăсене 250 гектар çĕнетме палăртнă. Хальхи вăхăтра «Искра» СХПКра, «Агрофирма» Карлинская» ЗАОра нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене тасатса тивĕçлĕ кондицие лартас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.