Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрататăп хамăн профессие

25 марта 2009 г.

МĔН ачаранах кĕнеке вулама юрататтăм. Шкултан килсенех пушă вăхăтра алла кĕнеке тытаттăм. Хамăр ялта библиотека çуккишĕн чунтан кулянаттăм. (Тутарстанри Куршанкă Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ). Шкула çÿренĕ чухне Пуянкасси библиотекинчи чăваш кĕнекисене пурне те вуласа тухнă пуль. Астăватăп-ха, Н.Петровскаян «Чыс» кĕнекине чунтан юратса вуланине, Л.Агаковăн кĕнекисене шĕкĕлченине тата «Ялав» журналта пичетленсе тухакан повеçсене аннесемпе пĕрле черетпе вуланине. Кÿршĕ хĕрарăмĕсем пухăнсан, повеçри сăнарсене сÿтсе яватчĕç, геройсемпе пĕрле хурланатчĕç, савăнатчĕç, журналăн тепĕр номерĕ килессе чун пек кĕтетчĕç. Ачалăхри тепĕр саманта та астăватăп-ха: кукамая К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вуласа панине. Пĕр каçрах вуласа патăм эпĕ ăна. Кукамай чунтан хĕпĕртерĕ: «Хам та Силпи ялĕнче пулнă пекех туйăнчĕ», - терĕ. Питĕ ăслă хĕрарăмччĕ манăн кукамай. Халь те вăл ăс панисем, каланисем, пурăнма вĕрентнисем асăмрах. Пĕрремĕш сас паллисене те вăлах вĕрентнĕ мана. Кĕнекене юратма та унранах вĕреннĕ пуль эпĕ.

Ÿссе çитĕнсен те кĕнекепе тачă çыхăннă профессие суйласа илтĕм – библиотекарь пултăм. Кĕçех çак ĕçре тăрăшма тытăннăранпа 20 çул çитет. Юрататăп эпĕ хамăр профессие. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх, кашни кунах тĕрлĕ çынпа тĕл пулатăн. Кĕнеке вулакансем тепĕр чух хуйхи-суйхине те манпах пайлаççĕ, савăнăçне те пĕлтереççĕ, пурнăçра сиксе тухакан ытти пăтăрмаха та пĕрле сÿтсе яватпăр.

Библиотекăна ватти те, вĕтти те вулама çÿрет. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн интересĕ. Тĕрлĕ темăллă литература тупса памалла вулакансене. Тепĕр чух вулакан: «Ку кĕнеки питĕ чаплă пулчĕ, алран ямасăр вуларăм. Тата çакăн пеккине тупса параймăн-ши; - тесе каласан, чунра питĕ ырă.

Мĕнле кăна мероприяти ирттерме тÿр килмест-ши; Библиотекарь вăл – артист та, режиссер та, сцена çинче ертсе пыракан та, психолог та, тĕпчевçĕ те...

Акă нумаях пулмасть ял халăхĕ валли «Амăшĕпе хĕрĕ» конкурс ирттертĕмĕр. Нумайлăха юлĕ çак каç куракансен асĕнче. Амăшĕсем хĕрĕсене çепĕç сăмахсем каласа юратрĕç, тутлă апатпа сăйларĕç, сăпка юрри юрларĕç, модăсем кăтартрĕç. Ял çыннисем çакăн пек интереслĕ мероприяти ирттернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç. Çакăн пек ăшă сăмахсем илтсен, чĕрене çу сĕрнĕ пекех, татах та хавхаланса ĕçлес, ĕçе çĕнĕлле йĕркелес килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика