Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта сывлăш та уçăрах, халăх та ĕçченрех...

28 марта 2009 г.

ÇУРКУННЕ енне ялта пушă çын çукпа пĕрех, паян тумалли ĕçе ырана хăварма юрамасть вĕт. Çур акине тухиччен вуншар ыйту татса пама тивет: çĕр пайĕсене регистрацилемелле, налуксене тÿлесе татмалла, субсидисем пирки чупмалла... Тĕрĕссипе, ял çыннин ларса канма та вăхăчĕ çук темелле.

Эпир фермерсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр, нумай ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса паратпăр. Çынсем çакна тахçанах лайăх ăнланса илнĕ: ÿркенмесен, тар тăксан, çĕр çука юлма памасть.

Ял поселенийĕнче килти хушма хуçалăха аталантарас ĕç те начар мар пырать. 179 çемье çăмăллăхлă кредит илчĕç, пурĕ 28 миллион тенкĕ. Халĕ килти хуçалăхсенче 440 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвăнакан ĕнесем 230 пуç, 404 сысна, 200 сурăхпа качака шутланаççĕ. Лашасем те çитмĕл пуçа яхăн.

Ялăн инфраструктури те лайăхланса пырать. Кашни киле тенĕ пекех газификациленĕ, урамсенче – асфальт. Çĕнĕ çурт лартакансем те йышлă. Пĕлтĕр кăна, сăмахран, 1500 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр туса хута янă. Пĕр урам вĕт! Халĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тăвас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр.

Нумая пулмасть Карапай Шăмăршăра модернизациленĕ Культура çурчĕ уçăлчĕ, Шупашкартан ку чухнехи тĕрлĕ аппаратура кÿрсе килтĕмĕр.

Ялта донорсен йышĕ те ÿссех пырать. Канашри юн илекен станци ĕçченĕсем кунта тăтăшах пулни те çакна çирĕплетет. Юлашки донор кунĕнче кăна 60 çын тÿлевсĕр юн пачĕ. Ял поселенийĕнче сывă пурнăç йĕрки тĕп вырăнта. Хĕл кунĕсенче çутатмалла тунă катокран çын татăлмасть тесен те юрать. Кунта район пĕлтерĕшлĕ хоккей турнирĕсем те пĕрре çеç мар иртрĕç. Иртнĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ялти хоккей командине 15 комплект спорт форми парнелесен, физкультурăпа спорта кăмăллакансен йышĕ палăрмаллах нумайланчĕ.

Ĕçлесен, ÿркенмесен ялта та лайăх пурăнма пулать. Акă, Г.Мукаева каланă тăрăх, ăна пенси укçи çитсе пырать. Кунсăр пуçне вĕсем мăшăрĕпе эрни-эрнипе вăрмантан тухмаççĕ темелле: çырла пухаççĕ, кăмпа татаççĕ, милĕк-шăпăр хуçаççĕ. Пĕр мăшăр милĕк – 40 тенкĕ. Вĕсен хăйсен яланхи клиенчĕсем те пур: хатĕр продукцие ютран килсе курттăммăн туянса каяççĕ. Çу кунĕсенче çемье 400-500 мăшăр таран милĕк хатĕрлет, ăна сутса çемье бюджечĕ те самаях ÿсет.Мукаевсен кÿрши-аршисем те ку енĕпе ĕçлеççĕ. Апла пулин те никамшăн та конкуренци çук – вăрман пуянлăхĕ пурин валли те çитет.

Л.Лаврентьеван, доярка пулнăскерĕн, колхоз саланса кайсан ĕçсĕр тăрса юлма тиврĕ. Юрать-ха килте выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ – аш-какайĕ, сĕт-турăхĕ çитсе пырать, сутмалăх та юлать. Кунсăр пуçне çемье вутă хатĕрлесе те сутать.

Нумаях пулмасть Лаврентьевсем çĕнĕ çурт лартрĕç. Паллах, ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр пулман ĕнтĕ çакă. Вĕсем, кредит илмесĕрех, машина туянма та вăй çитерчĕç. Пахча çимĕç çитĕнтерсе те сутаççĕ вĕсем. Уйрăмах севок суханпа кишĕр тупăшлă.

Вутă хатĕрлесе сутакансем ялта татах та пур. Акă, Столяровсен çемйинех илер. Хăйне майлă комплекслă бригада теме те пулать ăна: туслă çемьешĕн куллен пĕрер машина вутă татса çурасси темех мар.

– Хушма ĕç питĕ пулăшать, - тет кил хуçи Валерий. – Хамăршăн та ĕç пур, çынсене те усă вĕт. Нумаях пулмасть «Волга» çăмăл машина туянса ятăмăр. Чăнах та, юсамалли, çĕнетмелли сахал мар ĕнтĕ.

Кашни канмалли кунах В.Столяров кÿршĕ ялсене вутă сутма çÿрет. Ялти хăш-пĕр пенсионерсем те унран пулăшу ыйтаççĕ: тăкаксем кун пек чухне палăрмаллах сахал. Татса çурнă, типĕтнĕ вутта вара тÿрех кăмакана пăрахма пулать.

Çапла пурăнать, ырра ĕмĕтленет ял çынни. Ĕçлекен çынна нимĕнле кризис та хăратаймĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика