Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт – çемье телейĕ, урам илемĕ

28 марта 2009 г.

МАЛЕЕВСЕМ – Кивĕ Чукал ялĕнче хисеплĕ çынсем. Василий Петрович хăй вăхăтĕнче районĕпех паллă механизатор пулнă, тракторпа тырă акнă тата ăна комбайнпа пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ – тивĕçлĕ канура.

Мăшăрĕ, Лидия Матвеевна та пенсире тесе килте ларма юратмасть. Вăл – ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕн чи хастар юрăçисенчен пĕри. Унсăр пĕр концерт та иртмест, Лидия Матвеевна чăваш халăхĕн вун-вун юрри-такмакне пĕлет.

Малеевсен пилĕк ывăлĕ те салтакра пулнă, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Кĕçĕнни – Вячеслав – çартан çулталăк каялла таврăннă.

Пурăнан пурнăçра инкек юнашарах çÿрет çав. Малеевсене те пысăк хуйхă килсе çапнă – ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшса тунă кил-çурчĕ çунса кайнă. Юрать-ха, инкекре ял-йыш, тăванĕсем пăрахман, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Патшалăх пулăшăвĕ уйрăмах курăмлă: Вячеслав Малеева «Çамрăк специалист» программăпа çурт лартма укçа-тенкĕ уйăрса панă.

Çапла пĕрлехи вăйпа Малеевсем йывăçран илемлĕ çурт çĕкленĕ, ăшне те кĕнĕ. Халĕ кунта пурăнма пур условисем те çителĕклĕ. Пысăк кил картинче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сад пахчинче улма-çырла йывăççисем вăй илсе çĕкленеççĕ.

Кивĕ Чукалта «Çамрăк çемье» программа та ăнăçлă ĕçлет. Юрийпе Наташа Калыгинсене 500 пин тенкĕ укçа уйăрса панă, икĕ ачаллă çамрăк çемье ялта çурт туяннă. Çурта газ та кĕртнĕ, хуралтăсем те кĕрнеклĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрама майсем аван. Мĕншĕн савăнса пурăнас мар-ха çамрăк çемьен;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика