Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри Çырава хатĕрленсе

28 марта 2009 г.

ÇАК кунсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта ялсенче адрес хуçалăхне йĕркелес ĕçе вĕçлесси çинчен ыйту пăхса тухнă. Асăннă ыйтупа Васан, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Шăмăршă, Анат Чаткас, Кивĕ Чукал, Чукал, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем С.Ястребов, М.Ахмеров, В.Денисов, В.Алексеев, В.Андронов, Л.Петрова, В.Чурбанова, Г.Чугунов, В.Матвеев пĕлтернине итленĕ.

Çакна палăртнă: административлă территори тата муниципаллă йĕркелÿсен чиккисене тĕрĕс кăтартассине, ялсенчи урамсен ячĕсене, çуртсемпе хваттерсен номерĕсене çырса çапас е çĕнетес ĕçсене пур çĕрте те кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Ларура çавăн пекех районти халăха шута илес тата паспорт режимне пăхăнса пурăнас ĕçри лару-тăрăва та тишкернĕ, ку тĕлĕшпе хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине кăтартса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика