Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă çырать – çынсене савăнтарать

28 марта 2009 г.

ÇАК кунсенче Асанкасси ял библиотекинче «Пирĕн ялăн таланчĕсем» ятпа кăтартусен никĕсĕн презентацине ирттертĕмĕр. Презентацие ялти сăвăçсен биографийĕсемпе сăввисене кĕртнĕ. Презентацире ялти сăвă çыракан Иван Долгов та пулчĕ. Вăл хăйĕн район хаçатĕнче кун çути курнă сăввисене вуласа пачĕ, çĕнĕ хайлавсемпе паллаштарчĕ. Унăн хаçатра тухнă паллăрах сăввисем çаксем: «Ан пултăр вăрçă», «Кашнин хăйĕн шăпи». «Кашнин хăйĕн шăпи» сăввине вăл юратнă амăшне халалланă.

«Этем кун-çулĕ», «Çут çанталăк», «Кукамай», «Аттене» сăввисем те килĕшÿллĕ пулса тухнă.

«Мĕн çинчен çырма юрататăн», - тесе ыйтсан, «Эпĕ пурнăçа юрататăп, çавăнпа та пурнăç çинчен çырма тăрăшатăп», - тет вăл.

Иван Долгов 1982 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Шкула кайичченех вăл вулама, çырма вĕреннĕ. Ачаранпах кĕнеке вулама юратать. Халĕ те библиотекăн хастар вулаканĕ. Библиотекăна килсе ларсан вăл хăй ăçта ларнине те манса каять, чун-чĕрипе кĕнеке тĕнчине путать. Кĕнеке тытать те, ăна вуласа тухмасăр чарăнмасть. Уйрăмах вăл чăваш писателĕсен кĕнекисене вулама юратать. Тăван литературăна юратнипех пулĕ вăл хăй те сăвăсем çырма тытăнчĕ. Малашне те сывлăхпа ăнăçу сунатпăр сана, Иван Петрович!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика