Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç – чун канăçĕ

28 марта 2009 г.

ЯЛТИ библиотека – ял çыннисемшĕн питĕ çывăх та пурне те ырă сунса кĕтекен çурт. Кунта вĕсем тĕрлĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашма, ял хыпарĕсене сÿтсе явма пултараççĕ. Ял çыннишĕн библиотекарь – çывăх юлташ, тус, канаш параканĕ тата психолог та. Библиотекарь паян – литературăна пĕлекен çын çеç мар. Унăн хальхи информаци технологийĕсене лайăх ăнланмалла, литературăпа музыка мероприятийĕсене ирттерме пĕлмелле, кĕнекепе художество выставкисем йĕркелеме, буклетсемпе методика материалĕ хатĕрлесе кăларма пултармалла.

Эпĕ ачаранпах кĕнекепе туслă пулнă. Ача чухне чи юратнă писатель Корней Чуковскийччĕ. Вулама пилĕк çултах вĕреннĕскер, улттăра библиотекăна çÿреме тытăнтăм. Пыра-киле пирĕн пĕчĕк ялти библиотекăра эпĕ вуласа тухман пĕр кĕнеке те юлмарĕ.

Педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухсан, пĕр хушă ĕç тупаймарăм. Çапах та шăпам телейлĕ пулчĕ, библиотекарь ĕçне вырнаçрăм. Пĕр пытармасăр калатăп: библиотекарь ĕçĕ мана çав тери килĕшет, тĕрлĕрен мероприятисене çĕкленÿллĕ кăмăлпа ирттеретĕп.

Ырă йăла-йĕркесене анлăн сарни, творчествăлла шырав, вулакансемпе пĕр чĕлхе тупни манăн ĕçе интереслĕрех те пуянрах тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика