28 марта 2009 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ библиотекăра эпĕ 1981 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнтăм, çак хушăра хамăн ĕçĕме чунтан килĕштертĕм.
Паян библиотекăра ĕçлеме унчченхинчен чылай йывăртарах, çапах та нумай интереслĕрех. Кашни эрнерех тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, тĕрлĕ выставкăсемпе конкурссем йĕркелетпĕр.
Вырăссен чаплă писателĕ М.Горький çапла каланă: «Пурнăçра мĕн лайăххине илтĕм – çавăншăн эпĕ кĕнекене тав тăватăп». Эпĕ унпа пĕтĕмпех килĕшетĕп. Кĕнеке вăл – пĕлÿ çăлкуçĕ. Кĕнеке пире пурнăçа тарăннăн ăнланма, шухăшлама, пуласлăх пирки ĕмĕтленме пулăшать. Тепĕр чух кĕнеке пулăшнипе кăткăс ыйтусене те ăнăçлах татса паратăн. Тĕрлĕ произведени вуласа, эпир ăслăрах, пултаруллăрах пулатпăр, хамăрăн чĕлхе пуянлăхне ÿстеретпĕр. Кĕнеке нумай вулакан çынпа калаçма та интереслĕ.
Яланах пурăнсам, савăнтарсам çынсене, кĕнеке!