01 апреля 2009 г.
ВАÇÇА тете теççĕ ăна ялта. В.Кузьмин – Виçпÿрт Шăмăршăри ятлă-сумлă, хисепе тивĕçлĕ çынсенчен пĕри. Пурнăçăн çăмăл мар, тумхахлă çулĕпе утса тухма тивнĕ ăна.
1921 çулхи июнĕн пĕрремĕш кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Василий Хемитович. «Кĕленче сăпкара» пылпа çу çисе ÿсмен вăл – мĕн пĕчĕкрен хура ĕçе кÿлĕннĕ, ачаллах амăшĕпе пĕрле уй-хирте пилĕк авнă, çăкăр тутине, ун хакне питĕ лайăх пĕлсе çитĕннĕ. Вăхăтне кура, унăн шкулта çичĕ çул çеç вĕренме тивнĕ.
1940 çулхи апрельте йĕкĕтĕн салтак ячĕ тухнă. Тăван çĕр-шыва сыхлама пĕр кунта иккĕн – А.Поспеловпа – тухса кайнă вĕсем. Килĕнче вара ватă ашшĕпе амăшĕ çеç тăрса юлнă. Çавна май, саккун тăрăх, унăн хĕсметре пĕр çулталăк çеç тăмалла пулнă. Çаплине çапла та, анчах унăн шăпи урăхларах килсе тухнă: кĕтмен çĕртен фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă.
Вăрçă пуçланас умĕн Виçпÿрт Шăмăршă йĕкĕчĕ Львов çывăхĕнчи 42-мĕш стрелоксен дивизийĕнче службăра тăнă пулнă. Фронт линийĕ кĕçех кунта та çитнĕ: тăшман бомба-мина тонни-тоннипех тăкнă – таврара çăре тĕтĕм явăннă, çĕр çуннă. Пурнăçпа вилĕм кĕрешнĕ ун чух. Пĕр хаяр çапăçура Ваççа тете те урине амантнă. Госпитальте вăрах йăваланса выртман вăл – каллех малти линие васканă.
1941 çултах В.Кузьмин каллех аманнă. Хальхинче вара суран йывăр пулнă. 1942 çулхи августченех госпитальте сипленме тивнĕ салтакăн. Текех фронта лекме пултарайман вăл – икĕ костыль çине таянса тăван яла таврăннă.
Килте сурансене сиплесе çитерсе вăл ахаль ларас темен. Малтанласа Ваççа тете «Правда» колхозра кладовщик пулса тăрăшнă, унтан водительсен курсне ăнăçлă пĕтерсе алла шофер правине илнĕ. Çакăн хыççăн, 1949 çултанпа, вăл МТСра водитель пулса ĕçлеме тытăннă. Кайран вара опытлă водитель райпона куçнă, кунта 17 çул вăй хунă, ĕçри хастарлăхпа палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Авари тумасăр ĕçленĕшĕн» ятарлă паллăпа та чысланă. Сăмах май, Василий Хемитовичăн вăрçăри паттăрлăхшăн панă наградăсем те пур. Хисеп хучĕсене вара шутласа та кăлараймăн.
Ваççа тетепе унăн Санькка мăшăрĕ пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, вăхăтсăр уйрăлчĕ çут тĕнчерен мăшăрĕ. Хальхи вăхăтра вăрçăпа ĕç ветеранĕ тăван ялта Толя ывăлĕн çемьипе пурăнать, вăй çитнĕ таран хуçалăха тытса тăма пулăшать.