01 апреля 2009 г.
ĂÇТАН, мĕнрен пуçланать-ха Тăван çĕр-çыв; Паллах, хăв çуралса ÿснĕ килтен, тăван тавралăхран.
Пăчăрлă Пашьел... Еплерех илемлĕ те илĕртÿллĕ вăл! Ял ятне илтсен кăмăл-туйăм çĕкленет, чун-чĕре иксĕлми вăйпа тулать.
Кунсерен çĕнелет, илемленет ытарайми тăван енĕм. Çĕнĕрен те çĕнĕ хăтлă кермен пек çуртсем çĕкленнĕрен, ял аякран пĕчĕк хула пекех курăнать. Урамĕсем – йывăçлă, асфальтлă, кашни килтех «кăвак çулăм» çунать. Кĕçех яла ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли проект та пурнăçа кĕрĕ – ку тĕлĕшпе район администрацийĕ пысăк вăй хурать.
Ял çамрăкланса пыни те савăнтарать: пурнăç лайăхланнăçем яш-кĕрĕм ялтах тĕпленме тăрăшать. Ачасем çурални те – ялăн чĕрĕлÿ, малашлăх палли.
Пирĕн ялтан паллă, сумлă çынсем те сахал мар тухнă. Акă, хамăн кукканах, Николай Угаринах илем. Вăл – Чăваш Енре юлашки çулсенче палăрнă ăста драматург, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, темиçе пьеса авторĕ. Халиччен ун ĕçĕсем тăрăх Чăваш Патшалăх академи тата Республикăри çамрăксен театрĕсем сахал мар спектакльсем хатĕрлесе кăларнă. 2004 çулта кукка «Республикăри чи лайăх драматург» ята та тивĕçнĕччĕ.
Юрататăп сана, тăван ялăм, сана нихăçан та манмăп. Мĕншĕн тесен, эсĕ – манăн пурнăç тымарĕ, пуласлăх çулĕ.